Хулара
![]() Шупашкарта транспорт реформине пуҫарса янӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Паян, ав, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 37 тата 44-мӗш маршрутсемпе ҫӳренӗ. «Пассажирсене турттарассине лайӑхлатас енӗпе ӗҫлемелли пур. Ҫынсен сӗнӗвне шута илӗпӗр», — тесе ҫырнӑ хулан сити-менеждерӗ Инстаграмра. Ҫав вӑхӑтрах пассажирсене турттаракансем хӑйсем те маршрута ылмаштарма ыйтни тӗл пулать. 20-мӗш пирки шӑпах ҫавна каламалла та. Маршрут схемине ылмаштарма ыйтупа Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ. Ӗнертенпе автобуссем сӑнавлӑ мелпе Мир проспекчӗпе ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланнине ӗнентереҫҫӗ. Маршрута епле йӗркелессине сӑнав хыҫҫӑн тата ҫынсен сӗнӗвне шута илсе каярах татса парӗҫ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |