Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗсенчен пӗри — Акатуй — иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансем ҫеҫ мар, тӗрлӗ регионта пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем, ытти наци ҫыннисем те пухӑннӑ. Уяврисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Лидия Седойкина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускав облаҫӗнчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирина Шоркина, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Станислав Садальский, Василий Чапаев дивизи командирӗн мӑнукӗ Татьяна Чапаева, чӑваш букварьне хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ Лидия Некрасова, Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тарасов, Николай Дупак актёр, театр режиссёрӗ, РСФСР тата Украина тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дупак, театрпа кино актерӗ Александр Кузнецов тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗҫнерникунсерен Шупашкарти Константин Иванов скверӗнче ҫуллахи вулав залӗ ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех унта сӗтелҫи вӑййисене выляма, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма май пур. Уҫӑ тӳпе айӗнчи вулав залӗ иртнӗ кӗҫнерникун ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта илемлӗ тата ытти литературӑпа паллашма пулать. Чи пӗчӗккисем валли те, аслисем валли те кӗнекесем пур. Вулавӑша вырӑнтах ҫырӑнма пулать. Аслисем кӗнеке вуланӑ чухне ачасем вӑйӑсем выляма, ӳкерме, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ачасем, ҫамрӑксем валли кӗнекесене Шупашкарти паллӑ ҫынсем сасӑпа та вулӗҫ. Вулав залӗ тӳлевсӗрех ӗҫлет. Унта 17-19 сехетсенче ҫитме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 5 ҫул ертсе пынӑ Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче федераци тӗрӗслев службин канашҫи пулӗ. Аса илтерер: Алла Владимировна министр пуканне пӗлтӗр, 2017 ҫулта, пушатнӑ. Алла Самойлова министерствӑна ертсе пыриччен Республикӑри ҫемье планламалли тата репродукци центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ, унтан Президент пепкелӗх центрӗнче тӗп тухтӑр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Патшалӑх службинчен кайсан Алла Самойлова «Чувашиякурорт» санатори комплексӗн генеральнӑй директорӗ-тӗп тухтӑрӗ пулнӑ. Халӗ ун вырӑнӗнче Светлана Тюрникова ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() МЧС каллех асӑрхаттарать: Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил алхасма пултарать. Ведомствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче пӑсӑлӗ. Ҫил ҫеккунтра 22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Чӑваш Ен гидрометцентрӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн аслати авӑтма, пӑр ҫума пултарасси пирки пӗлтерет. Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен электричество, ҫыхӑну линийӗсем татӑлма, ҫирӗп мар конструкцисем ӳкме, кивӗ пӳрт тӑррисем сиенленме, транспорт япӑх ҫӳреме пултарӗ. Ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ тӗк 01 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен 112 номерпе шӑнкӑрав ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарта халӑх транспорчӗпе ҫӳремешкӗн хаксене татах хӑпартӗҫ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджер хака пӗр эрне каярах ӳстерессине пӗлтернӗ. Троллейбусра хак 1 тенкӗ, автобусра 2 тенкӗ ӳсӗ. Аса илтерер, хулара автобуспа тата троллейбуспа ҫӳренӗшӗн хака нумаях пулмасть — нарӑс уйӑхӗнче — хӑпартнӑччӗ. Хальхи вӑхӑтра автобуспа, троллейбуспа пӗрре ларса кайнӑшӑн 18 тенкӗ, машруткӑсенче 22 тенкӗ тӳлемелле. Аллӑн укҫа тӳлемесен (сӑмах пӗрлехи транспорт картти пирки пырать) пассажирсемшӗн хак 4 тенкӗ йӳнӗрех ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Валентин Сергеевич Шурчанов (1947 ҫур.) — Раҫҫей патшалӑх тата политика ӗҫлевҫи, Патшалӑх думин виҫҫӗмӗш, пиллӗкӗмӗш тата улттӑмӗш чӗнӗвӗсен депутачӗ, федераци тытӑмлӑхӗпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсен дума комитечӗн пайташӗ, РФКП фракцин пайташӗ. Унчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ, «Правда» хасатӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Татах та маларахри пурнӑҫри тата политикӑри кунҫулӗ те Валентин Сергеевичӑн питӗ сулмаклӑ. Вӑл Чӑваш Енти Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхӗ ҫав районти Аксарин ялӗнче (Карӑклӑ, Юмансар, Уҫырма тӑрӑхӗ) иртнӗ. Ашшӗ — вӗрентевҫӗ, амӑшӗ — колхозница пулнӑ. Ҫӑлтӑрлӑ самант мӗнре-ха? 2018-мӗш ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх Думи вырӑс мар тата ют ҫӗршывӑн мар чӗлхесене (наци чӗлхисене) ирӗклӗн вӗренесси тата вӗрентесси тӗлӗшпе Саккун йышӑннӑ. Пӗрремӗш вулавпа (эппин тата иккӗмӗш вулав пулса иртме тивӗҫлӗ). Ҫак Саккуна хирӗҫ мӗнпурӗ 3 (виҫӗ) ҫын сасӑланӑ, — ҫавсенчен пӗри — Валентин Сергеевич Шурчанов. |
Культура
![]() Нумаях пулмасть Мари Эл республикинчи Медведево поселокӗнче ҫамрӑксен этно-ушкӑнӗсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамблӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Конкурса РФ Культура министерстви, В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑхӑн Раҫҫей Ҫурчӗ, Мари Элти Культура, пичет тата наци ӗҫӗсен министерстви, Республикӑн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ, Мари Элти Пултарулӑх ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Медведево район алминистрацийӗн культура пайӗпе унти культурӑпа кану центрӗ йӗркеленӗ. Мероприятие этно-ушкӑнсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамбльсен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кӳршӗллӗ регионта иртнӗ фестивале Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Хирлепри культура ҫурчӗн «Аса ил» вокалпа инструментсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Ӑна «Наци йӑли-йӗркине тытса пынӑшӑн» дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти халӑх апатланӑвӗн предприятийӗсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Кафе тӗп хулари Энтузиастсен урамӗнчи 25-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пушар пирки интернет-хаҫатсенчен пӗри халӑх корреспонденчӗ Дмитрий Калашников пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 21 сехетре пулса иртнӗ. Ҫулӑм кафен мангал валли уйӑрнӑ ҫуртӗнче тухнӑ. Ҫакна асӑрханисем кафе ӗҫченӗсене систернӗ тата пушар хуралне шӑнкӑравланӑ. «Кафере ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех сӳнтерчӗҫ, кӑштахран патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫитрӗҫ. Ҫулӑм ҫивиттине тата стенасене сиенленӗ», — каласа кӑтартнӑ хаҫатсене инкеке курнӑ Дмитрий. Кафери пушар сӑлтавне специалистсем тӗпчесе палӑртӗҫ. Инкекре ҫынсем шар курнине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерне Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. 431-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Нухрата «Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама» уйӑрассине палӑртнӑ. Кирлӗ ҫӗре укҫа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви урлӑ ҫитӗ. Ӗҫлӗ хута тишкерсен тупра кластерӑн Шупашкар районӗнчи «Ясна» комплексӗн транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине ҫӗнетме. Ҫакӑн валли хыснаран 198,21 пин уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |