Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тата тепӗр чӑваш... чӑваш ятне илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.12.2019 02:59 | 1808 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Чӑваш ятне илесси паян ҫӑмӑл ӗҫ мар, анчах та Никита Тӗнче https://vk.com/tenche_travel хыҫҫӑн тепӗр хастар чӑваш Андрей Суварин https://vk.com/id305371751 ятне те, хушаматне те улӑштарать!» Ҫапла хыпарланӑ «Хавал» ушкӑн страницинче. Ятпа хушамата ылмаштарни ҫинчен калакан хут сӑнӳкерчӗкне те (ҫыннӑн уйрӑм даннӑйӗсене пӗлтерме те юрать тесе ҫуралнӑ кунне тата вырӑнне эпир хуратас терӗмӗр) вырнаҫтарнӑ.

Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан, пӗр предприяти пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Андрей Суваринӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницине эпир юриех кӗрсе пӑхрӑмӑр. Чӑн та, унта та ҫӗнӗ ят кӑтартнӑ. Халӗ вӑл — Вырак Митясен.

Аса илтерер, 2018 ҫулта паллӑ чӑваш велоҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хушаматне улӑштарнӑччӗ. Халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсене те Nikita Tenche тесе ылмаштарчӗ вӑл. Халӗ ӑна тӗнче, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен пуҫласа Америка таранах, Никита Тӗнче ятпа пӗлет.

Хушамата улӑштарнин сӑлтавне те ӑнлантарнӑччӗ Никита. «Ачамсем хушамат пирки ыйтсан чӑвашсене тӗне кӗртнӗ чух вырӑнти пачӑшкӑ пирӗн несӗлӗмӗре Вася ят панӑ, эпир унран пуҫланса кайнӑ тес-и?», — тенӗччӗ чӑваш ялавӗпе тӗнче курса ҫӳреме кӑмӑллакан ҫамрӑк.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-12972450_14411Т
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1544.90.0189
2019.12.12 07:59
Agabazar
Вырак Митясен. Халĕ пирĕн çак япалана епле вуламалла? Тата мĕн "чăвашлăхĕ" пур унта?
Agabazar // 1544.90.0189
2019.12.12 07:59
Agabazar
Вырак Митясен. Халĕ пирĕн çак япалана епле вуламалла? Тата мĕн "чăвашлăхĕ" пур унта?
Атнер // 1726.84.3785
2019.12.12 09:27
Вырӑк сӑвар чӑвашсен патши пулнине пурте пӗлеҫҫӗ ха.Митясем хӑш йӑхран ши?.Хунсемех ши?.
Валери Туркай // 4175.42.3625
2019.12.14 09:40
Идиотсем вӗсем Африкӑра та - ИДИОТСЕМ!!!
Америкӑпа Австралире те!!!

Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Agabazar // 4906.5.6633
2019.12.16 13:28
Agabazar
Чӑвашсен «патши» В.В. Путин пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.
вырак суварин // 1437.1.9259
2020.01.12 18:17
Agabazarа, Вырак Митясен тесе вулас килмесен, вулама йывăр пулсан, калама йывăр пулсан Андрей Дмитриевич тесе чĕнме пултаратăр, эпĕ хирĕç пулсан та сăмахламасарах йышăнăп. Е Вырак Митяевич тейĕр), енченте сире паллах Иванович, Петрович тени çывăхрах пулсан. Эпĕ "чăвашлăхшăн" мар тесе каламас, анчах хам ята эпĕ хама валли ильнĕ, эпĕ хам пурнасине хам палăртакан çын, çавăнпа та таврарисен мана мĕнле чĕнесине пĕрте шутламан. Чăвашсем пĕлеççĕ мĕнле чĕнмеллине, Вырăк пичче, е шăллăм, мучи , кука, юлташ, ĕçтеш, ентеш..тата ытти те. Ашшĕ ячĕпе чĕнесси чăнахта хисеплине пелетерт пулсан Митясен Выраке теме пултаратăр, анчах та кунпек ман аттене пĕлекенсене кăна вырăнлă пулнă пулĕччĕ ман шухăшпа. Пĕтĕмĕшле тепĕр самах тупса каларĕç "Вăртах" Вăртак" - пĕр Ортаран пулнине пелтереть, апла Вырăк Вăртах тесен е Акапасар Выртак тесен те хисеплĕ пулать. Эпĕ тĕнчипе терлĕ халăхпа калаçатăп, никам та хирĕçлемеç, йĕкĕлтеме те хăтланмăç, вĕçем пурте чăвашла çапла пуль тесе ăнланăççĕ(эпĕ чăваш пулнине пĕлеççĕ) те Вырк Митясен тесе е Суварин Вырак теççĕ, кама мĕнле меллĕ, нимĕнле чăрмав та çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем