Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Михаил Кондратьевӑн «Чувашская музыка в зеркале параллелей: к проблеме Волго-Уральской музыкальной цивилизации» ӗҫне хӑтлӗҫ. Монографи авторӗ — искусствоведени докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Кӗнекере Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакан халӑхсен йӑлари кӗввине танлаштарса тӗпченӗ. Ӑна профессор халь ҫеҫ сӑнаман. Вӑл —вуншар ҫул тӗпченӗ ӗҫ. Михаил Кондратьев Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тутарсен, ҫармӑссен тата ытти халӑхӑн кӗвви-ҫеммине тишкернӗ. Мероприятие культурӑпа тата ӳнерпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнчи монографи хӑтлавӗ авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. |
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Сербин инноваципе технологи аталанӑвӗн министрӗпе Ненад Поповичпа велосипедпа ярӑннӑ. «АБС Электро» компанисене кӗрекен предприятисем паян спортпа сывлӑх кунне ирттернӗ. Вӗсем Шупашкарти «Олимпийский» тӗп стадиона йӑлана кӗнӗ тӑххӑрмӗш спартакиадӑна пуҫтарӑннӑ. Спорт кунӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Чӑваш Ене килнӗ Сербин инноваци тата технологи аталанӑвӗн министрӗ Ненад Поповича велосипедпа ярӑннинчен пуҫланнӑ. «АБС Электро» холдинга кӗрекен «АБС ЗЭиМ Автоматизация» предприяти, сӑмах май, ӗнер 60 ҫулхине уявланӑ. Паянах Элтеперпе министр Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Унта электротехника кластерне кӗрекен Чӑваш Енри предприятисен аталанӑвне тата ҫав енӗпе килӗштерсе ӗҫлеме май пуррине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Иоаким Максимов-Кошкинский вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Чӑвашсен профессилле театрӗн йӗркелӳҫине, «Чувашкино» киностудие уҫаканне, драматурга, тӑлмача, актера, театрпа кино режиссерне, общество деятельне, театр педагогне, Чӑваш АССРӗн халӑх артистне, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне хисеп туса К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑвал патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, Чӑваш Енӗн электрон тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем, журналистсем пуҫтарӑннӑ. Астӑвӑм митингне театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев уҫнӑ. Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн сумлӑ ӗҫне вӑл пысӑка хурса хакланӑ, унӑн пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Рябцева Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильм тӗрлӗ кинофестивальте пулма ӗлкӗрчӗ. Чи малтанах ӑна Елена ҫапах та Шупашкара илсе килнӗччӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кӑтартнӑччӗ. Унтах фильмра вылянӑ артистсем, ҫак ӗҫе хӑйсен сулмаклӑ тӳпине хывнӑ хастарсем пухӑннӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Елена Рябцеван ӗҫне паян Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнӑ. Режиссер ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери кинофорума Елена хӑй кайман. Англинче вӑл, сӑмах май, ултӑ хут та пулнӑ. Кинофестивале Вера Щербина редактор хутшӑнать. Ӗҫе пӗтӗм тӗнче шайӗнче кӑтартас умӗн Еленӑпа «The New Current» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм интервью хатӗрленӗ. Журналистсем фильм епле ҫуралнипе те кӑсӑкланнӑ. Елена Раҫҫейри пысӑках мар этнос ушкӑнӗпе пӗтӗм тӗнчене паллаштарас килнине пӗлтернӗ. |
Экономика
![]() Чӑваш Енри тухӑҫлӑ ӗҫлекен район-хуласене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва, сӑмах май, республикӑн Министрсен Кабинечӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. 2017 ҫулта тухӑҫлӑ ӗҫленӗ вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсене грант уйӑрӗҫ. Район-хуласене хаклас йӗркене вара РФ Президенчӗн указӗсене пурнӑҫлас тӗллевпе палӑртнӑ. Хӑш ене тӗпе хурассине ҫӗршыв Правительствин шайӗнчех йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул лайӑх ӗҫленӗ тесе Канаш хулине 2,488 миллион тенкӗ парӗҫ. Районсенчен Етӗрнепе Вӑрнара лекӗ. Етӗрнесене — 1,46 миллион тенкӗ, вӑрнарсене — 1,052 миллион тенкӗ. Район-хулана хавхалантармалли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ — 5 миллион тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ район-хулан укҫа-тенке социаллӑ, инженери тата транспорт инфрструктурине аталантарма тӑкаклама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комендант сехетне пӑхӑнманнисене штрафлама пуҫласшӑн. Прокуратура тата ЧР ШӖМӗ ҫакна регион шайӗнче йышӑнасшӑн. Ку ыйтӑва ӗнер республикӑри прокуратурӑра иртнӗ коллеги ларӑвӗнче ҫӗкленӗ. ШӖМ палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӗрле тунӑ преступленисен йышӗ ӳсет. Айӑпӗ ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин ҫӗрле полиципе рейда тухас килменнинче те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасем 23 сехет хыҫҫӑн та урамра ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла унашкал 100 ытла ачана общество вырӑнӗсенче асӑрханӑ. Республикӑра куншӑн штрафламаҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте вара ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енре те штрафлама сӗннӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ку сӗнӗве ырланӑ. Вӑл саккун проектне хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫулла ачасене 23 сехетчен, ытти чухне 22 сехетчен ҫӳреме ҫеҫ ирӗк парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Метеостанци Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнине пула каллех тӑпрара нӳрӗк ҫитменнине палӑртнӑ. Уйрӑмах Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫумӑр ҫуман. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкавра тата Патӑрьелта те тӑпрара нӳрӗк сахал, ҫапах ку тӑрӑхсенче, Улатӑртипе танлаштарсан, лару-тӑру питех хӑрушӑ мар. Тӑпрара нӳрӗк ҫукки кӗрхи культурӑсене шӑтма май памасть. Вӗсен вара хӗл лариччен аталанса юлмалла. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнӑран инкеклӗ лару-тӑру тӑрӑмне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман. Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ. Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать. Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ. Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |