Провинци театрӗсен йывӑрлӑхӗ пӗр пекрехех тесе шухӑшлать Раҫҫейри режиссерсен гильдийӗн пайташӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ Станислав Васильев режиссер. Унпа Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче кӑсӑклӑ интервью пичетленнӗ.
Ҫак йӗркесен авторне Станислав Васильев ҫӗршывӑн тӗрлӗ театрӗсемпе ҫыхӑну тытса ӗҫлени пирки те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫакӑ тӗлӗнтермерӗ. Пултаруллӑ специалист яланах хай вырӑнне тупать. 2018 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче Станислав Васильев, сӑмахран, Мурманскра, Абаканра спектакльсем лартнӑ.
Владислав Николаев журналист режиссера Раҫҫейре кӑҫалхи ҫула Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине те хаклама ыйтнӑ. Провинцири театрсем Мускавран тем кӗтнинчен тӗлӗнет Станислав Васильев. Ҫав вӑхӑтрах ыттисене, ҫав шутра Мускаврисене те, аталанма хистекен театрсем регионсенче те пуррине палӑртнӑ вӑл.