Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ.

Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/52636
 

Хулара

Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ…

Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен.

Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ.

Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52656
 

Республикӑра
Михаил Игнатьев Элтепер
Михаил Игнатьев Элтепер

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика министрӗсене унчченхи ӗҫтешӗсемпе туслӑха татма чӗнсе каланӑ. Кунта сӑмах строительство усламӗпе тимлекен ӗнерхи тӳре-шара пирки пырать.

Элтепер ахальтен хумханмасть иккен. Подрядчика ҫаврӑннӑ ӗнерхи тӳре-шара ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлаймас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Элтепер шанчӑксӑр организацисене мӗншӗн «хура списока» кӗртменнинчен те тӗлӗннӗ.

Вӑраха юлса пыракан объектсенчен пӗри — Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи Тарапайӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Валентин Кандейкин ертсе пыракан «СУРА» организаци тума тытӑннӑ. ФАПа ҫурла уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Тепӗр объект — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Ӑна юсама «Возрождение» фирмӑна (ертӳҫи — строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Сергей Архипов) шаннӑ. Юсав ӗҫӗсем графикран юлса пыраҫҫӗ-мӗн.

Михаил Игнатьев министрсене туслӑха татма, «ҫыран хӗрринче» е ресторансенче калаҫса татӑлма чӗнсе каланӑ.

 

Хулара
Шупашкарти Мускав кӗперӗ
Шупашкарти Мускав кӗперӗ

Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.

Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.

 

Политика
Леонид Волков экс-полпред
Леонид Волков экс-полпред

Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.

Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...

 

Персона

Владимир Воронков – Чӑваш Енре йӗлтӗрпе чупас енӗпе Олимп вӑййисен пӗртен-пӗр чемпионӗ. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Шел те, ӗнер унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Владимир Петрович Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче пурӑннӑ. Ҫапах вӑл Чӑваш Ен пирки манман, килсех ҫӳренӗ. 2014 ҫулта Сочири ҫулӑма илсе килме, «Олимпийский» стадионра ҫулӑма чӗртме шӑпах ӑна шаннӑччӗ.

Владимир Воронков Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ, Канашри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса пӗрре мар ҫитӗнӳ тунӑ. 1972 ҫулта Юрий Скобовпа, Федор Симашовпа, Вячеслав Веденинпа пӗрле Олимп чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.

Канашра ун ячӗпе йӗлтӗрпе ярӑнас енӗпе пӗрре мар ӑмӑрту ирттернӗ. Спорт шкулне те унӑн ятне панӑ.

 

Республикӑра
«Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗксем
«Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗксем

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ кадет корпусне прокуратура тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Ҫак хыпара управленин сайтӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫырнӑ.

Вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ хыпарсене вӑл надзор органне ярса панӑ-мӗн.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра, сӑмах май, кадетсене ҫӗнӗ корпуса ӗнер васкавлӑн вырнаҫтарма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта сӗтел-пукана лартса пӗтермеӗн, корпуса хӑтлӑх кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Ҫакна ӗнентерме МИХ сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑччӗ. Фотоматериалпа пичет кӑларӑмне

вырӑнтан ярса панине каланӑ.

Кадет корпусне хӑпартнӑ чух строительствӑра ҫын вилнине вара Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш Енӗн тӗп хули, шурӑ Шупашкарӑмӑр, ҫитес ҫул 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Хулан ҫуралнӑ кунне ытти ҫул та уявланӑ-ха. Ҫитес ҫулхи паллӑ датӑна хула влаҫӗсем те, республика ертӳҫисем те чылайлӑха асра юлмалла, ыттисенчен расна ирттерме ӑнтӑлнине ӑнланма пулать. Тата ку вӑл тӗрӗс те.

Хулан 550 ҫулхине аслӑ пилотаж ӑстисене — «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн), ҫавӑн пекех «Витязсем» е «Беркуты» (чӑв. Шӑнккар) авиаци ушкӑнӗсене йыхравласшӑн. Ҫакӑн пек ӗмӗтленнине Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ. Унта 2019 ҫулта Шупашкарӑн 550 ҫулхине, 2020 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейсене хатӗрленсе ирттерес ыйтупа ӗҫлекен ӗҫ канашӗн ларӑвне пухӑннӑ.

 

Вӗренӳ
Татьяна Андреева
Татьяна Андреева

Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чи лайӑх педагогсене суйлаҫҫӗ. «Учитель года России – 2018» (чӑв. Раҫҫей вӗрентекенӗ — 2018) конкурс пырать. Ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен суйланнӑ чи чаплӑ педагогсем, тӗрӗсрех, вырӑнсенчи конкурссенче палӑрнисем, темиҫе тапхӑрпа ӑмӑртӗҫ. Малтан — куҫӑн мар мелпе, кайран — куҫӑн. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш куҫӑн тур Питӗрти 56-мӗш академи гимназийӗнче пулӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче палӑрӗ.

Чӑваш Енрен Раҫҫейри конкурса Шупашкарти 12-мӗш шкулта ӗҫлекен Татьяна Андреева хутшӑнать. 33-ри хӗрарӑм конкурс саманчӗсемпе тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллаштарсах тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Питӗр хулине вӑл ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав тӑвать.

 

Персона

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен чертелӗ ҫуралнӑ кунне уявлать. Сцена ӑсти, театра илемлӗх ертӳҫи пулса чылай ҫул ертсе пыраканскер 79 ҫул тултарнӑ.

Валерий Яковлев Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн хисеплӗ ячӗсем, тӗрлӗ премийӗсем питех те нумай. Вӑл — СССР халӑх артисчӗ. 2015 ҫулта вӑл Раҫҫей наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ун чухне вӑл «Ылтӑн маска» премие тивӗҫнӗччӗ.

Пӗр интервьюра, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсене Валерий Яковлев театр ренессансӗ тенӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче театр алӑкӗ умӗнче черетри халӑх тӗркӗшнине те вӑл аван астӑвать.

 

Страницӑсем: 1 ... 2020, 2021, 2022, 2023, 2024, 2025, 2026, 2027, 2028, 2029, [2030], 2031, 2032, 2033, 2034, 2035, 2036, 2037, 2038, 2039, 2040, ... 3934
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 10

1928
97
Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ.
1961
64
Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1968
57
Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...