Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӗп суд приставӗн вакансийӗ ҫур ҫул пушӑ пулнӑ. Акӑ халӗ ку пукана Тутарстанри ҫын йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл та тивӗҫсене пурнӑҫлакан кӑна-ха. Ҫӗнӗ ертӳҫе Анвар Закирова коллективпа Суд приставӗсен федераци службин директорӗн ҫумӗ Денис Фирсатов паллаштарнӑ. Анвар Закиров раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ӗҫлӗ виитпа пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫре ӗҫлеме тытӑниччен РФ Суд приставӗсен федераци службин Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Енре ҫак должноҫре тӑрӑшнӑ Аанатолий Иванов вара кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Мари Эла ӗҫлеме куҫнӑ, ун вырӑнне вӑхӑтлӑха Наталия Вассиярова вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче арҫын ача ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Чӑнах та, кунашкал ят пирӗн республикӑра питӗ сайра тӗл пулать. Тен, унашкалли иккӗ ҫеҫ. Аннӑпа Александр тахҫантанпах кӗтнӗ ывӑлне Космос ят панӑ. Ӑна Шупашкарти Мускав район администрацийӗнче регистрациленӗ. Ҫапла майпа ача Космос Александрович пулса тӑнӑ. Кунашкал ятлӑ арҫын ача Ҫӗнӗ Шупашкарта та ӳсет. Вӑл пӗр ҫултан иртнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.). «Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри». А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та. Ҫынна ӑнланма ҫур пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Александр Ивановича тахҫантанпа пӗлекенсем те темшӗн ӑнланас йӗр ҫине ӳкмен. «Поэт мар ӗнтӗ вӑл», – терӗ Ю.М. Артемьев (2018, чӳк, 28). А.С. Смолин – Сантӑр Аксара вырӑсла куҫараканӗ. Анчах вӑл та темшӗн Сантӑр Аксарта унра ҫуккине шырать. «Тӗссемпе туйӑмсен алхасӑвӗ» тесе ят панӑ вӑл «Сандор Аксар. Сильбийский родник. Стихи и песни, поэма» кӗнеке (Чебоксары, 2006) умсӑмахне: «Поэзи пулмалла айвантарах та», – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче А.С. Пушкин. Паллах ӗнтӗ, вӑл поэзи ӑссӑр та ниме юрӑхсӑр япала пулмлла темен, пачах та урӑхла – Александр Сергеевич сӑвӑсен урӑм-сурӑм хӑватне, урӑхла каласан, туйӑмсен ирӗклӗхпе шухӑшсен алхасӑвне, вӗсемсӗр поэзи пулма та пултарайманнине шута илнӗ. |
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗшнче, ыран, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче уяв умӗнхи «Юмахри ҫунасем Ҫӗнӗ ҫула васкаҫҫӗ» конкурс иртет. Унта чи илмлӗ ҫунана суйлӗҫ. Конкурса ҫемьесем хутшӑнӗҫ, вӗсем ҫунасене хӑйсем илемлетӗҫ. Жюри вара вӗсен ӗҫне хаклӗ: йывӑрлӑха, Ҫӗнӗ ҫул паллипе усӑ курнипе курманнине шута илӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене «Чи креативлӑ ҫуна», «Юмахри сӑнар», «Ҫемье ҫуни» номинацисенче палӑртӗҫ, дипломпа тата хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ертӳҫине тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Ку ҫын — Алексей Грищенко. Алексей Алексеевичпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарнӑ. Михаил Игнатьев «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статус вӑхӑтлӑх тесе палӑртнӑ. Вӑл Правительство пайташӗсене паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатурӑна Раҫҫейӗн Стройминӗнче пӑхса тухса ырламалла-мӗн. Алексей Грищенко «Честр» строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, «Иско-Ч» АУО генеральнӑй пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «ТУС» строительство предприятийӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ ШӖМӗн следстви департаменчӗ Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пулнӑ авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Ку ӗҫре самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ водителе айӑпласшӑн. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче арестленӗ. Аса илтерер: хӑрушӑ авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 1 ҫынран 11-шӗ вилнӗ, тепри пульницӑра куҫне хупнӑ. Следстви шухӑшӗпе, самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти водитель тормоз йӗркеллӗ ӗҫлеменнине, ҫанталӑк япӑх пулнине пӑхмасӑрах хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Ҫитменнине, вӑл тимлӗхе ҫухатнӑ. Палӑртса хӑвармалла: вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа «Уҫӑ хула» порталта транспорт реформин ыйтӑвӗпе сасӑлав иртет. Хальлӗхе Шупашкарти район администрацийӗсенче тӳре-шарапа тата халӑхпа ирттернӗ тӗлпулусем вӗҫленнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ыйтнипе транспорт маршручӗсен схемине улӑштарас сӗнӳсене сасӑлав мелӗпе йышӑнӗҫ. «Автобус тата троллейбус маршручӗсене улӑштарма сӗнӳсем килчӗҫ. Раштав уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме ыйтатӑп. Ҫынсем сӗннипе маршрутсен схемисене улӑштарма хатӗр», - тенӗ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ. Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана. Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ шӑматкун Чӑваш Енри ашшӗсен пӗрремӗш форумӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлӗ ҫын пулма, хӑйсене пур енлӗн аталаннӑ ҫын евӗр туйма пулӑшасси, ашшӗн ят-сумне ӳстересси пирки калаҫнӑ. Ашшӗсен канашне Чӑваш Енри 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи Алексей Мурыгин калашле, ик айкки те тӑвайкки маррисем пуҫтарӑннӑ унта. Форума ирттерме ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Ачасен правине хӳтӗлес енее ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй йӗркеленӗ. Форум виҫӗ секцие пухӑнса ӗсленӗ. Унта хастарсем шкула, ача пахчисене тухса хӑйсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарнӑ. Ашшӗсен канашӗн пайташӗсем Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисенче, Вӑрмар районӗнче уйрӑмах хастар ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Ара, уяв умӗн вӗсене касакансем пур. Ку вара – саккуна пӑсни. Вӑрманҫӑсем тӑтӑшах патруле тухаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсем шалти ӗҫсен ӗҫченӗсемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Саккуна пӑснӑ ҫынсене вара административлӑ майпа явап тыттарӗҫ е вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Ахаль ҫынсене чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ. Юрдици сӑпачӗсен вара саккуна пӑснӑшӑн самаях укҫа кӑларса хумалла: 200-300 пин тенкӗ. Саккуна пӑсаканӑн тӑкака та саплаштарма тивӗ. Вӑл 5 пин тенкӗрен иртет пулсан паҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |