Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Раҫҫейри чи хӑрушсӑр региона палӑртнӑ. Регионсенчи ыйтусенче тӗпчекен институт хӑш тӑрӑхра епле пурӑннине шута илнӗ. Ятарлӑ танлаштарӑм палӑртнӑ тӑрӑх, Чукотка автономи округӗнче криминаллӑ лару-тӑру енчен питех те лӑпкӑ.

Рейтинга йӗркелекенсем ҫапӑҫакан-харкашакансемпе хӗнекен-вӗлерекенсене картса пынипех ҫырлахман. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх, Росстатӑн, Федерацин налук службин, Тӗп прокуратурӑн, Шалти ӗҫсен министерствин, Федерацин казначействин, Раҫҫей банкӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, преступлени тунине кӑна мар, шалу тата ӗҫсӗрлӗх виҫине, чухӑнлӑх индексне тата ыттине те тӗпе хунӑ. Чукотка тӑрӑхӗ пур енчен те хӑтлӑ регион пулса тӑнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасӗ тесе асӑрхаттарать Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ. Унтисене республикӑн Гидрометцентрӗ ҫапла систернӗ.

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, паян пирӗн тӑрӑхра ҫил ҫеккунтра 12-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Вӑйлӑ ҫилпе электролини тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Вӑйсӑр ларакан конструкцисем персе анма пултарӗҫ.

Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче тӳнме пултаракан вырӑнсенчен ҫынсен пӑрӑнмалла. Машинӑсене йывӑҫсем ҫывӑхне лартмалла мар.

Ҫак эрнере пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенчи самай сулхӑн ҫанталӑк, чӑн та, кӗркуннехине аса илтерет.

 

Экономика

Китай инвесторӗсем, ахӑртнех, кун пеккине кӗтмен. Ара, республикӑри ҫынсем ют ҫӗршыв ҫыннисем хайсен тӑрӑхӗнче (Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсенче) савут ҫӗклессине хирӗҫленӗ, Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗн ҫыннисем пикета та тухнӑ. Халӗ инвесторсем проекта ытти регионта пурнӑҫласси пирки шутлаҫҫӗ.

Китай компанийӗ савут ҫӗклеме 10 миллиард тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ, ӑна ҫитес ҫул виҫҫӗмӗш кварталта тума тытӑнмалла пулнӑ. Малтан сӗт савутне Муркаш тӑрӑхӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ, анчах халӑх хирӗҫленӗ. Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенчи ҫынсем те инвесторсен проектне ырламан. Китай ҫыннисем савута Чулхула облаҫӗнче е Тутарстанра ҫӗклесси пирки шутлаҫҫӗ.

Ҫитменнине, инвесторсен урӑх чӑрмавсем те сиксе тухма пултаратчӗҫ: республикӑра сӗт ҫитмест, халӑх ӑна ытлах ӗҫмест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58637
 

Ҫутҫанталӑк

Утӑ уйӑхӗ нормӑран 9 градус сивӗрех пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗ вара мӗнлерех килӗ, ӑшӑпа савӑнтарӗ-и?

Паян тата ыран ренспубликӑна циклон килӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Талӑкра Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 11 литр шыв ӳкме пултарать. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тепӗр циклон ҫитӗ, кун хыҫҫӑн республикӑра ҫанталӑк уяртма пуҫлӗ.

Ҫурлан 7-26-мӗшӗсенче Чӑваш Енре уяр ҫанталӑк тӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫурлан 10-мӗшӗнчен сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулса пырӗ, кайран унран та ирттерӗ. Уйӑх варринче шӑрӑх пулмалла – 25-27 градус.

Уйӑх вӗҫӗнче каллех циклон хуҫаланӗ. Ҫуллан юлашки 5 кунӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫавӑнпа ҫӗрулмине авӑн уйӑхӗччен кӑларса пӗтерме тӑрӑшмалла.

 

Республикӑра

Етӗрне районӗнчи Саруй ялӗ ҫывӑхӗнче, Сӑр хӗрринче, 10-14 ҫулсенчи 35 ача валли «Такуан» уйлӑх ӗҫлет. Тӗрӗсрех каласан, ӗҫленӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чарса лартнӑ. Кун пирки прокуратура пӗлетерет.

Ведомство полиципе перле тӗрӗслев ирттернӗ. Уйра икӗ палатка вырнаҫтарнӑ: пӗринче апатланнӑ, тепринче ҫывӑрнӑ. Ачасемпе пӗрле икӗ тренер пулнӑ, медицина ӗҫченӗ курӑнман. Унти ӗҫченсем гигиена енчен ятарлӑ вӗренӳ тата медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман.

Ачасене йӗркепе килӗшӳллӗн апатлантарман, апат-ҫимӗҫӗн ятарлӑ документсем пулман. Уйлӑх ертӳҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Чӗмпӗр облаҫӗнче Африка мурне тупса палӑртнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май ҫак регионтан сысна какайӗ кӳрсе килме пӑрахнӑ. Чулхула облаҫӗнче те Африка мурӗпе чирлӗ сыснасене тупса палӑртнӑ. Чир Чӑваш Ен патнелле ҫывхарма пултарать.

Ҫак кунсенче республика чиккинче 20 яхӑн сысна ҫури тиенӗ фермера тытса чарнӑ. Унӑн ятарлӑ документсем пулман. Усламҫа штрафланӑ, сысна ҫурисене вара вӑхӑтлӑх вырӑна пӗр уйӑхлӑха илсе кайнӑ. Вӗсене унта тӗрӗслӗҫ.

Чӑваш Енри сысна комплексӗсенче, хуҫалӑхсенче плана кӗртмен тӗрӗслевсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисен йышне йӗркелеме сӗннӗ. Салтаве пур: Чӗмпӗр облаҫӗнче Африка мурӗ хир сыснисенчен пуҫланнӑ, унта унччен вилнӗ ҫак чӗрчуна тупнӑ. Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулмалла: вӑрмантан таврӑнсан пушмака ҫумалла, тумтире улӑштармалла. Вӑрманта ҫӳренӗ тумпа сыснасем патне кӗмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58601
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«День и ночь» (чӑв. «Ир тата каҫ») ҫӗвӗ хапрӑкӗ Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш пӳлӗмре ӗҫленӗ. Анчах прокуратура унӑн ӗҫне чарса лартасшӑн.

Хапрӑк ӗҫлени ҫак ҫуртра пурӑнакансене килӗшмен, вӗсем прокуратурӑна ҫӑхавпа тухнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, пурӑнмалли ҫуртри цокольте, пӗрремӗш тата иккӗмӗш хутра производство пӳлӗмӗсем вырнаҫтарма юрамасть. Фирма харпӑрҫисем федераци сакунне пӑхӑнман, хапрӑк уҫса вырӑн таврашӗ ҫӗленӗ.

Ҫынсем прокуратурӑна ҫӑхав ҫырсан ведомство тӗрӗслев ирттернӗ. Халӗ прокуратура хапрӑк ӗҫне чарса лартма суда тавӑҫ таратнӑ

 

Республикӑра

Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче «ц» саспаллине халалласа палӑк лартасшӑн. Вӑл районта пурӑнакан, «ц» саспаллипе калаҫакан тутарсене халалланӑ палӑк пулӗ.

«Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, тен, «ц» саспаллипе калаҫакан мишерсен ячӗпе палӑк лартмалла. «Ц» саспалли пирӗн калаҫу чӗлхине кӑтартать. Ҫынсем шухӑша ырларӗҫ. Проекта йышӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра Культура ҫурчӗ умне палӑка лартӑпӑр», - тенӗ Регионти тутарсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗ Фарит Гибадтинов.

Вӑл тата акӑ мӗн палӑртнӑ: тутар чӗлхи диалектсемпе тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерет – мишерсем, тептярсем, Ҫӗпӗр тутарӗсем… «Ҫав вӑхӑтрах мишерсене калаҫу чӗлхипе уйӑраҫҫӗ, Эпир, тӗслӗхрен» «ц» саспаллипе калаҫатпӑр», - тенӗ Фарит Гибадтинов.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.

2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Арӑмӗпе тата ҫулталӑкри хӗрӗпе тӗнче курса ҫӳрекен чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче хальхинче, аса илтерер, Финлянди енне ҫул тытрӗ. Ҫемье Финляндинчен тухса Швецие ҫитнӗ.

Никита Тӗнче Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Швецинче ватӑ юман патӗнче чарӑннӑ май ӑна чӑваш юманӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Финляндинех таврӑнар-ха. Унта мӗнпур кӑтартӑва икӗ чӗлхепе: финла тата шведла — ҫыраҫҫӗ иккен. Турку — Швецин унчченхи тӗп хули. Ӑна шведсем йӗркеленӗ. Швед чӗлхи Финляндинче — фин чӗлхипе пӗр тан чӗлхе. «Кӑтартса ҫырнисене ҫавӑнпа та икӗ чӗлхепе ҫыраҫҫӗ. Пирӗн вара Чӑваш Енре чӑвашла ҫыраймаҫҫӗ» — тесе ҫырнӑ Никита хӑйӗн сайтӗнче.

«Раҫҫее юратмасть тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Раҫсейӗпех ҫӳренӗ эпӗ. Унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑхне, ҫыннисене питӗ юрататӑп. Анчах ҫынсене телейлӗ тата йӑлтах тӗрӗс пултарас килет. Тӑван ҫӗршыв вӑл — пӗр япала, патшалӑх вӑл тепӗр пулнине нихӑҫан та ан манӑр», — уҫӑмлатнӑ Никита Тӗнче.

 

Страницӑсем: 1 ... 2016, 2017, 2018, 2019, 2020, 2021, 2022, 2023, 2024, 2025, [2026], 2027, 2028, 2029, 2030, 2031, 2032, 2033, 2034, 2035, 2036, ... 4180
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 04

1924
102
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1968
58
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...