Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра пурӑнакан арҫын ача ӗнер кӑнтӑрла, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, киле таврӑннӑ – хваттерте вара пушар алхаснӑ. 17 ҫулти арҫын ача шӑп ҫав вӑхӑтра шкултан ҫитнӗ. Хваттере кӗнӗ те тӗпелте ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Вӑл тӳрех пушарнӑйсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать, пушарта никам та шар курман. Ҫулӑм тӗпелти сӗтел-пукана, техникӑна тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» нумай алхасма паман – 5 минутранах ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Правительстви «Трактор савучӗсем» концерна пулӑшӗ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви ӗнер пӗлтернӗ. Предприяти ҫӗнӗ проектсене укҫа хывнине тата савута аталантарма илекен кредитӑн процент ставкине субсидилеме республика укҫа хывма хатӗр. Ҫакӑн пирки регион ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер Мускавра иртнӗ X Гайдар форумӗнче каланӑ. ТАСС «Трактор савучӗсем» концерн темиҫе ҫул каялла йывӑр лару-тӑрӑва лекнине, унта производство чарӑнса ларнине, ӗҫлекенсене шалу тӳлеменнине аса илнӗ. Предприятие укҫа-тенкӗ енчен сыватас тесе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тулашэкономбанк ҫирӗплетнӗ программӑпа килӗшӳллӗн 5,75 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫул вӗҫӗнче концерн «Ростех» аллине куҫнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ ТАСС информаци агентствине савутӑн малашлӑхне ӗненнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн сайтне ку хыпара кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчех лартнӑ-ха. Ӑна асӑрханисенчен пӗрисем ҫавна тӗнче тетелӗнче сӳтсе явнине ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑна асӑрхарӗ. Чи малтанах — хыпар пирки. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗрлехи пурлӑха тӗплӗн юсанӑшӑн Чӑваш Республикин регион операторне тав туса ҫырсах тӑраҫҫӗ. Ун пеккине, тӗслӗхрен, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шӑрҫаланӑ. Вӗсем «Калита» тулли мар яваплӑ общество ячӗпе ырӑ сӑмах калаҫҫӗ-мӗн. Шыв пӑрӑхӗсене ҫав ҫуртра малтанласа 2037 ҫулта тин юсама палӑртнӑ. Тӗплӗ юсавшӑн укҫа аван пухнине кура 2018 ҫултах пӑрӑха ылмаштарма пултарнӑ иккен. Пӗлтӗрех ҫивитти те улӑштарнӑ. Ку хыпара вуланисем тав тӑвакансене йӑпӑлтисем вырӑнне хаклани сисӗнет. Пӗри тата пирӗнте чура юнӗ чупнине, унтан эпир часах хӑтӑлаймассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене кӑҫал та укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ. Грант кирлисенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинче 525 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Шырав отрячӗсене укҫан пулӑшма пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне Михаил Игнатьев Элтепер «О мерах государственной поддержки поискового движения в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче шырав юхӑмне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Ҫапла вара вӗренӳ организацийӗсем ҫумӗнче йӗркеленӗ шырав отрячӗсене 100-шер пин тенкӗ виҫӗ грант уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене — 75-шер пинлӗх виҫӗ грант. 2017—2018 ҫулсенче 12 шырав отрячӗ валли 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла. Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти агрегат савучӗн ятне ылмаштарман. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне «Четра» тулли мар явалӑ обществӑн бренчӗн директорӗ Ольга Шорникова паян пӗлтернӗ. «Ята ылмаштарни Шупашкарти агрегат савутне пырса тивмӗ. Вӑл малтанхи ятлах юлӗ. Ӗҫлеме те малтанхиллех ӗҫлӗ, унта вӗҫӗмех ҫӗнӗ вакансисем уҫӑлаҫҫӗ», — тенӗ Ольга Шорникова. «Сбыт компанийӗн ятне ҫеҫ ылмаштарма йышӑннӑ. Вӑл Шупашкарти агрегат савучӗн тата Промтракторӑн продукцине сутать», — тӗплен ӑнлантарнӑ концерн ӗҫченӗсем. Шупашкарти агрегат савучӗ 2000 ҫулсенченпех «ЧЕТРА» ятпа (ҫак сӑмахӑн акӑлчан версийӗ — «CHETRA») ӗҫленӗ, продукцие ҫапла майпа туса кӑларнӑ, сутлӑха ӑсатнӑ. |
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Хӗвел» савут производство хӑватне ӳстерессине пӗлтернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑларакан предприяти производство хӑватне ҫулталӑкра 160 МВт хӗвел модулӗ кӑларас вырӑнне 260 МВт-а ҫитересшӗн. Кун пек кӑтартупа ӗҫлеме тытӑнма унтисем кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ӗмӗтленеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра савутра 500-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Ҫывӑх вӑхӑтра, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен йыша тепӗр 100 ҫын чухлӗ ӳстересшӗн. Предприяти ӗҫченӗсем вӗҫӗмех аталанаҫҫӗ. Хушма пӗлӳ илме вӗсене ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсене яраҫҫӗ. Уйрӑмах кирлӗ специалистсен шутӗнче — производство линийӗн операторӗсем, оборудовани наладчикӗсем, техник-химиксем, пахалӑх тӗрӗслевӗн службин специалисчӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫемьере раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ. Анчах ашшӗпе амӑшӗ хӗр пӗрчине тӳрех ят хуман. Хӑйсем вара килӗшнӗ ята ача ҫут тӗнчене киличченех суйласа хунӑ. Сӑмах май, ачана регистрацилеме пӗр уйӑх параҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрмарти ЗАГСра регистрациленӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна Кристина-Наталия ят панӑ. Кунашкал тӗслӗх Вӑрмар районӗнче унччен пулман. Палӑртмалла: саккун ачана дефис урлӑ ҫырса икӗ ят хума ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинче йӗлтӗрпе ярӑнма килнӗ арҫын вилнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек паян 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Ватӑ ҫын рашчана йӗлтӗрпе ярӑнма килчӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине пӗлместӗп», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. РФ Следстви комитечӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ведомство арҫын вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫукки пирки хыпарлан Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗнче тетелӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарта тӑватӑ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки опекӑпа попечительлӗх пайӗ пӗлтерет. Давид 7 ҫулта, ырӑ кӑмӑллӑ, калаҫма юратать. Вӑл вӑйӑ пуҫаруҫи, спортпа та кӑсӑкланать. Максим 4 ҫулта. Унпа пӗр чӗлхе тупма ҫӑмӑл. Максим йӑмӑкне юратать, унпа нумай вӑхӑт ирттерет. Ача аслисем ыйтнине яланах пурнӑҫлать. София 2014 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл ҫынсемпе ырӑ, хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пӗлет. Хӗрача пиччӗшӗсемпе тата йӑмӑкӗпе туслӑ. Анастасия та ырӑ чунлӑ хӗрача, чи кӗҫӗнни. Вӑл хускалмаллли вӑйӑсене выляма юратать. Ӑна аслисен ӑшши питӗ кирлӗ. Ачасем пирки ыйтусем пур тӑк +7 (8352) 64-21-83 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |