Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти «Радужный» микрорайонта чӑваш ҫыравҫине Василий Алендея халалласа урам ятне панӑ. Унӑн чӑн хушамачӗ – Алендеев, урам ячӗ те ҫавнашкалах пулнӑ. Халӗ вара унӑн ятне улӑштарма йышӑннӑ: Василий Алендей. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Василий Алендей – чӑваш ҫыравҫи, прозаикӗ, публицисчӗ тата критикӗ. Вӑл Чӑваш халӑх писателӗн ятне тивӗҫнӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ.
Василий Алендей ытларах калавсем, повеҫсем, романсемпе очерксем ҫырнӑ. Унта чылай чухне ял пурнӑҫне, фронтри салтаксен йывӑрлӑхӗсене сӑнланӑ.
Agabazar // 3553.26.4142 
  2020.01.21 18:57  | |
Малай // 8457.463 
  2020.01.22 23:17  | |
Новоюжкӑри Шумилов урамӗ малтан улица Михаила УЙӐПАччӗ, кайран сасартӑк улӑштарчӗҫ.Хитрех мар илтӗнет терӗҫ-ши?Писательсен псевдоним илнӗ чухне хӑҫан та хӑҫан хӑйсен ячӗпе урама ят пама пултарасси ҫинчен шухӑшламалла.   | |

Калăпăр, Ильбеков урамĕ те Илпек урамĕ (ул.Ильбека) пулма тивĕçлĕ.