Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Республикӑра: Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.12.2019 06:41 | 1865 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Пӗрремӗш съезд хыҫҫӑн тунӑ сӑнӳкерчӗк. Лидия Филиппова архивӗнчен
Пӗрремӗш съезд хыҫҫӑн тунӑ сӑнӳкерчӗк. Лидия Филиппова архивӗнчен

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ союзӑн 85 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова асӑннӑ союзӑн мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче профессионал ҫыравҫӑсем кӑҫалхи ҫулталӑка та тишкерӗҫ. Мӗн туса ирттернине аса илӗҫ, мӗншӗн хавхаланса-савӑннине е хурланса пӑшӑрахннине каласа кӑтартӗҫ.

Мероприяти раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ. Юбилее халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва Шупашкарти Наци вулавӑшне (Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт, 4-мӗш хут) 13 сехете пухӑнмалла. Регистраци 12 сехетре пуҫланӗ.

Уява республикӑри тата унӑн тулашӗнчи ҫыравҫӑсемпе поэтсене, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» литературӑпа художество журналӗн авторӗсене, ҫамрӑк литераторсене йыхравлаҫҫӗ. Пурне те хапӑл тӑвӗҫ.

#ҫыравҫӑсем, #юбилейсем, #культура, #вулавӑшсем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2030.49.8878
2019.12.17 16:35
Мӗн хытланатӑн эс, Филиппова?!
Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ 1923 ҫулта йӗркеленнӗ!
2003 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче эпир ОФИЦИАЛЛӐ МАЙПА
пӗрлӗхӗмӗр 80 ҪУЛ тултарнине паллӑ турӑмӑр!
Тата хӑҫанччен алхасатӑн?! Хӑҫанччен пӑтратан халӑха?!
Малтан хуть Юрий Михайлович Артемьев ӑсчахпа калаҫмаллаччӗ!..
Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ вӑл САНӐН КАНТУРУ мар!!!
Намӑс!!! Тӗнче умӗнче намӑс!!!
Валери Туркай. 8-927-855-54-80

Agabazar // 2253.83.4474
2019.12.19 10:39
Agabazar
Çыравçăсен историйĕ тĕлĕшпе чи пысăк эксперт В. Родионов. Ну, паллах, Ю. Артемьев та пĕлмесĕрех тăмасть ĕнтĕ.

Патша саманинче те хашпĕр çыравçăсем пĕрлешÿ тума хăтланнине таçта хăрах хăлхапа илтнĕччĕ. Халь ентĕ питех астумастăп. Те Гурий Комиссаров, те Иван Юркин.... Тен, кам та пулсан аса илтерĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем