Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула 70 ҫул каялла, 1950 ҫулта, уҫнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗлӳ ҫурчӗ халӗ те ӗҫлет, унта халӗ 9 класра 74 ача вӗренет.
Икӗ хутлӑ ҫурт конструкцийӗ самаях кивелнӗ, стенасем юрӑхсӑра тухнӑ, тимӗр тӑрӑ тутӑхнӑ. Спорт тата акт залӗсем ҫук.
Патӑрьел район администрацийӗ «Ҫеҫпӗл» ача пахчи ҫумне (ӑна 1989 ҫулта хута янӑ) пристрой тума сӗнет. Ҫурта икӗ пая уйӑрасшӑн, пӗринче пуҫламӑш классем вӗренмелле, тепринче – икӗ ушкӑнлӑ ача пахчи. Унта спортзал та пулмалла.
ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна ырланӑ. Пристроя кӑҫал тума тытӑнмалла.
Agabazar // 3553.26.4142
2020.01.21 19:02 | |
Малтанлăха шутсăр пысăк пулмасан та юрать. Анчах та кайран пысăклатма май пултăр, кирлĕ пулсан. <<На вырост>> — теççĕ вырăсла.
Кам пĕлет, пурăна-киле ачасен шучĕ ÿсме те пултарĕ малашлăхра.
Çавăн пекех Анат Туçара çĕнĕ клуб тума тивет.