Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленнӗ теме юрать те пулӗ. Паян, малтан эпир пӗлтернӗ пекех, Муркаш районӗн судӗнче приговор вуланӑ. Ҫакна та палӑртар: приговорпа килӗшмесен енсен Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитме ирӗк пур-ха. Аса илтерер: прокуратура Олег Ладыкова колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтнӑ. Район сучӗ 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговора йышӑннӑ чух Муркашри суд Олег Ладыков тӗлӗшпе Шупашкарти Ленин район сучӗ О. Ладыков полицейские хӗненӗшӗн унчечн кӑларнӑ приговора та шута илнӗ. Муркаш районӗнче машинӑпа аварие лекнӗ Олег Ладыкова ваккат айӑпсӑр тесе хӳтӗленӗ, ӑна тӳрре кӑларма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |