Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестиваль-конкурс иртӗ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Галина Никитина 21.01.2020 18:54 | 226 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи VIII-мӗш фестиваль-конкурс иртӗ.

Асӑннӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурс секцийӗсем ҫаплисем пулӗҫ: «Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» — чӑваш чӗлхи урокӗсен конкурсӗ; «Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» — чӑваш литература урокӗсен конкурсӗ.

Конкурс пӗлтерӗшне ӑна йӗркелекенсем «пӗтӗмӗшле тӗп, вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пултарулӑхне аталанма пулӑшмалли, вӗсен опытне сармалли мел» тесе хаклаҫҫӗ. Тӗллевне вара «чӑваш чӗлхипе литература урокӗсен пахалӑхне ӳстерессинче» кураҫҫӗ.

Фестиваль-конкурс 9 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестиваль-конкурсне Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗ йӗркелет.

#Калайкасси, #Муркаш районӗ, #шкулсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #вӗрентекенсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хула ачисем чӑваш чӗлхине вӗренесшӗн
2019, 04, 29
Бурят чӑвашӗсен проекчӗ конкурсра ҫӗнтернӗ
2019, 12, 21
Ҫӗнӗ Мӑрат ачисем «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ
2020, 01, 09
Ҫӗнӗ Мӑратри ачасем шӳтлӗ кӑларӑмсем ӳкереҫҫӗ
2020, 01, 10
4 шкула земство учителӗ кирлӗ
2020, 01, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org