Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ.
Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ хум» прессцентр пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Уйӑхсерен вӑл шкул хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, маларах эпир асӑннӑ ушкӑна ертсе пырать, тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, район хаҫатӗнче те пичетленсех тӑрать.
Ҫамрӑк журналистсем тепӗр енлӗ ӗҫпе те аппаланса пӑхас шухӑш тытнӑ иккен. Иртнӗ уйӑхра вӗсем кружокра мультфильмсене чӑвашлатас ӗҫпе ҫине тӑнӑ. «Ку шухӑш унчченех пулнӑ, анчах ал ҫитмен», — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ. Ачасем чӑвашлатнӑ «Морошка» юмахра Денис Павлов репертуарӗнчи «Туссем» юрӑ янӑрать.