Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Юрма» каяшӗ Шемшерпе Шорчекассине те ҫитнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 21.01.2020 18:56 | 156 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Юрма» агрофирма каяшӗ Шупашкар районӗнчи Шемшер тата Шорчекасси ялӗсенче пурӑнакансене те тарӑхтарма тытӑннӑ. Ку ыйтӑва Халӑх фрончӗн хастарӗсем тата «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем тишкернӗ.

Ҫынсем каяш шӑршине туйсанах кун пирки Шемшер ял старостине пӗлтернӗ. Халӑх ҫав КамАЗсем, Шемшерпе Шорчекасси хушшинчи уя чӑх каяшӗ пырса тӑкаканскерсем, Лапсартан пулнине уҫӑмлатнӑ, «Юрмана» шӑнкӑравланӑ – машинӑсем чӑнах та вӗсен иккен. Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Иванов хапрӑк ертӳлӗхне каяша тӑкма чармашкӑн ыйтнӑ, лешсем итленӗ.

Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна ыйтупа тухнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специлисчӗсем те лару-тӑрӑва уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

#Юрма, #Шупашкар районӗ, #Шорчекасси, #Шемшер, #халӑх фрончӗ, #Россельхознадзор

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Лапсарсене «Юрма» пӑшӑрхантарать
2019, 06, 17
Шорчекассинчи ҫӑлкуҫа камӑн тасатмалла?
2019, 06, 17
«Юрма» панкрута тухмӗ-и?
2019, 11, 01
«Юрма» каяшӗ ҫӗрпӳсем патне те ҫитнӗ
2020, 01, 14
Виталий Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ
2020, 01, 16

Комментари:

Хамӑр ял // 5579.1.3297
2020-01-21 21:24
Хӑҫанччен ку йӗркесӗрлӗх пулӗ?! Хӑҫанччен
Шупашкар районӗн халӑхӗ чӑтма пултарать? Халь В.Ермолаев олигарх ку чӑх-чӗп хапрӑка волгоградсене сутнӑ тесе вуларӑм. Халӗ вара? Мӗнле районӗн влаҫӗ тӑвать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org