Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗнер ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче «Юрма» агрохолдингра чӑх-чӗп каяшне тирпейлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Шупашкарти ырӑ мар шӑрша ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та туйнӑ ахӑртнех — ку ыйтупа канашлу ирттернӗ. Хапрӑк ертӳҫи Владимир Ермолаев каяшран удобрени тумалли проектпа паллаштарнӑ. Сӑмах май, унччен вӑл унашкал савута ҫулталӑк вӗҫне туса пӗтерессине пӗлтернӗччӗ. Россельхознадзорӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Романов ӗҫе хӑвӑртлатма ыйтнӑ. Шупашкар тата Шупашкар районӗн ҫыннисем лайӑх мар шӑршӑран йӑлӑхнӑ-мӗн, ҫӑхавсем килсех тӑраҫҫӗ. Канашлура каяша утилизацилемелли паянхи мелтен хӑтӑлмаллине пӗлтернӗ. Палӑртмалла: халӗ ЧР Арбитраж судӗнче агрохолдинг тӗлӗшпе килнӗ тӑватӑ тавӑҫа пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑри клиника больницинче 250 ҫынна пиҫсе кайнинчен сипленӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан пиҫсе шар куракансен шучӗ сахалрах. Ҫапах та пӗр инкек те ҫыншӑн ҫӑмӑллӑн иртмест. Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи кил хуҫи шӑратмалли лампӑпа ӗҫленӗ чухне питне пӗҫертсе янӑ. Тухтӑрсем ҫак тӗслӗхре ҫын хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнине палӑртасшӑн. Тимсӗрлӗхе пула инкеке лекекенсем, шурӑ халатлисем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, татах пур. Вӗри шывпа пиҫсе кайнисем ытларах. Акӑ пӗри мунча кӗнӗ чух пиҫсе кайнӑ. Сивӗ шыв тесе вӗрине ярса илнӗ те хӑй тӑрӑх янӑ. Пӗҫертнӗ вырӑна сиплеме сахалтан та 2 эрне кирлӗ-мӗн. Пиҫсе каякансен хушшинче ытларахӑшӗ ачасем — ҫулталӑкран пуҫласа 3 ҫулчченхисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ йышши автобуссене сӑнавлӑ меслетпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа «МАЗ 206085» маркӑллӑ автоубс ҫула тухнӑ. Ӑна унӑн сутуҫи сӑнаса пӑхмалӑх усӑ курма панӑ иккен. Автобусра мӗн кирлине кура савут ӑна пуянлатма хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫынсенчен пӗри ҫӗнӗ йышши 10 автобус туянасшӑн иккен. Сӑнавлӑ меслетпе ҫӳрекен автобуса 73 ҫын вырнаҫать. Вӗсенчен 27-шӗ ларса пырайӗ, 45-шӗ — тӑрса. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑр валли 1 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Урайӗ ҫӳллӗ мартан унта сусӑрсене урапапа кӗрсе тухма меллӗ. Автобус газпа ӗҫлет. Ку топливо, пӗр енчен, йӳнӗрех, тепӗр енчен, экологи енчен таса. Сӑнавлӑ «Вектор NEXT» ПАЗ «Шупашкар-Сосновка» маршрутпа ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер фольклор тӗпчевҫипе, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, доцентпа, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Ефросиния Сидоровӑпа сыв пуллашнӑ. Ҫухату ҫинчен Лидия Филиппова публицист тата журналист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл та асӑннӑ преподаватель патӗнче вӗреннӗ Ефросиния Сидорова утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Ефросиния Сергеевна 1981-1990 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ. Фольклор тӗпчевҫине пӗлекенсем, унӑн вӗренекенӗсем, тӑванӗсем Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ ритуал службинче ӗнер 13 сехетре сыв пуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хӗрлӗ ҫӳҫлисем парада тухӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи мероприятие Шупашкар кунӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне тата хулари Мускав районӗ 45 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява Шупашкар хула администрацийӗ «Амазания» паркра ирттерет. Аттракционсен хулинче «ВарВаренье» ҫуллахи фестиваль йӗркеленӗ май унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Мускав кӗперне тума пуҫланӑ вӑхӑтпа сӑн ӳкерчӗксен куравӗнче паллашма май килӗ. Фотоӗҫсене парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. «Тӗнчене йӑлтӑрккарах тӑвар!» фестивале хӗрлӗ ҫӳҫлисене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене пуян программӑпа илӗртеҫҫӗ ҫеҫ мар, хавхалантарассине пӗлтереҫҫӗ. Хастарсене «Чи вӑрӑм хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи кӑтра хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи «хӗрлӗ» хӗрлӗ ҫӳҫ» тата ытти номинацире чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннӑ. Ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе палӑртнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ. Конкурса Раҫҫейӗн 85 суъектӗнчен 329 заявка ҫитнӗ. Шупашкарти Львовсем палӑрнӑ «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе 74 заявка пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑк ҫемье» ята тивӗҫме 69-ӑн ӗмӗтленнӗ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацие – 70-ӗн, «Ялти ҫемье» пулма 68-ӑн ҫунатланнӑ. «Раҫҫейӗн ылтӑн ҫемйи» номинацие 48 пухӑннӑ. Шупашкарта пурӑнакан Львовсем тӑхӑр ача ӳстереҫҫӗ. Ҫав шутран виҫҫӗшӗ — хӑйсем ҫуратнисем, тепӗр улттӑшне вӗсем усрава илнӗ. Маларах ҫемье республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Путин патронажӗнче шутланакан управлени кадрӗсен ҫӗнетнӗ списокне хатӗрленӗ. Чӑваш Енрен унтан пӗртен-пӗр ҫын кӗнӗ. Ку вӑл — республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин. Списока Кремль сайтӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пичетленӗ. Иван Моторин ку списокра ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл икӗ ҫул каялла, 2016-мӗшӗнче, лекнӗ. Иван Моторин 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, «экономист» специальноҫне алла илнӗ. 1995 ҫулта вӑл тулли мар яваплӑ пӗр обществӑра бухгалтер-экспедиторта тимлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Чӑваш Енӗн Тулаш хутшӑнусен министерствине ӗҫе вырнаҫнӑ. Карьера картлашкипе пӗчӗккӗн хӑпарса пырса 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче премьер-министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хураллаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисемсӗр пуҫне вӑрман ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ. Паянтан пуҫласа пирӗн республикӑри вӑрмансенчи пушар хӑрушлӑхӗ IV класпа танлашать. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк хӑрушлӑх — V. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех ҫынсене вӑрмана кӗртмӗҫ. Сӑмах май ҫакна та аса илтерер: ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене ҫирӗп явап тыттарӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫилхӑвансене тата тепӗр видеокамера ӳкерсе илме пуҫланӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхра Президент бульварӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна вырнаҫтарнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманнисене сӑнакаг-ӳкерекен комплекс ҫак-ҫак йӗркесӗрлӗхе палӑртса пырӗ: светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнманнисене, чарӑнмалли йӗр ҫине тухса кайнине, сылтӑм, сулахай енне пӑрӑнмалла е ҫаврӑнса илмелле чух ҫул-йӗр правилисене пӑснине, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнине. «Чӑваш Енӗн автомобиль ҫулӗсен управленийӗ» хысна предприятийӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата 12 комплекс туянассине пӗлтерет. Халӗ ҫавӑн валли валли яваплисем кирлӗ документацие хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене йӗркелесе пӗтерсен комплекссене аукционта илме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславккара инкек пулнӑ. Унта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем, шел те, тӑтӑш пулаҫҫӗ. Асӑрханулӑх пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӳлӗмре пӗччен хӑварма шикленмест. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пилӗк ҫулти ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, шӑпӑрлан пӳлӗмре аслисемсӗр пулнӑ. Амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ваннӑйӗнче пулнӑ. Ача ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Ӑна Хулари ача-пӑча клиника пульницин стационар уйрӑмне вырттарнӑ. Следовательсем вара ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |