Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Канаш районӗнче пурӑнакан арҫын республикӑри патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрпе саккунсӑр усӑ курнӑ. Вӑл ҫӗрпе усӑ курмалли килӗшӳ туман, анчах ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт хӑпартса лартнӑ.

Ҫапах ку ҫӗре тара илмелли тӳлеврен хӑтармасть. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суд ӑна парӑм пирки аса илтернӗ. Сахал мар: 956 пин тенкӗ ытла. Суд аса илтернӗ кӑна мар, арҫыннӑн парӑма татма тивнӗ.

Палӑртмалла: пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчех ҫак арҫынна суд йышӑнӑвӗпе паллаштарнӑ, ҫӗре тара илнӗшӗн парӑма татмаллине асӑрхаттарнӑ. Анчах хайхискер хӑнк та туман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54643
 

Культура

Шупашкартан 114 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ уҫӑ тӳпе айӗнчи музее ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Сӑмах Йӗпреҫ районӗнчи музей пирки пырать. Вӑл – республикӑри пӗртен-пӗр этнопарк.

Музей уҫӑлнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ, унтанпа ӑна пӗрре те юсаман. Унти ҫуртсем – республика пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗсем. Вӗсен хӑмисем ҫӗрсе пӗтнӗ, халӗ ҫӗннипе улӑштарнӑ. Чӑвашсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти хуралтӑ та вырӑн тупнӑ унта. Тавралла тытнӑ картана та ҫӗнетнӗ.

Этнопаркра сӗтелсем, саксем лартнӑ, тротуарсем тунӑ. Сцена та пур халӗ. Музейра фольклор уявӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.

Музея хӑтлӑлатмалли проекта Эдуард Бахмиов хатӗрленӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк мӑшӑрсем туй кунӗнче фотосесси тумалли вырӑн шыраҫҫӗ. Халӗ ав – тархасшӑн.

Музей коолекцийӗнче – 400 ытла экспонат. Йӑлтах алӑпа тытса пӑхма пулать. Унта чикӗ леш енчен те курма килеҫҫӗ. Вӑл уҫӑлнӑранпа (1980 ҫул) пин-пин хӑна ҫитсе илемлӗ вырӑнпа киленнӗ.

 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикассинче пурӑнакан Елена Патьянова Ҫӗнӗ ҫул умӗн килӗ умӗнче юртан танк ӑсталаса лартни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Хӗрарӑм кунашкал кӳлепесене саккӑрмӗш ҫул ӗнтӗ ӑсталать. Аса илтерер: кӑҫал вӑл виҫӗ сысна ҫури, сысна, Хӗл Мучи, Юр пике, Юр кӗлетке те ӑсталанӑ.

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи танка Елена Патьянова Мускаври музейра курнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑна ӑсталама тӗллев лартнӑ. Ку ӗҫе хӗрарӑм темиҫе кун пурнӑҫланӑ.

Тӑрӑшни харама кайман. Акчикасси ял тӑрӑхӗнче Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ҫӗнӗ ҫул валли – юртан тунӑ чи лайӑх композици» конкурс ирттернӗ. Елена Александровнӑн ӗҫӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов ӑна тав ҫырӑвӗпе тата парнепе чысланӑ.

 

Республикӑра

Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ачасем Сурхури елкинче савӑннӑ. Шӑпӑрлансем культура ҫуртне пухӑнса Христос ҫуралнӑ уява паллӑ тунӑ.

Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ачасене Христос ҫуралнӑ уявпа ҫыхӑннӑ историе каласа кӑтартнӑ, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн шӑпӑрлансем сӑвӑсем вуланӑ, юрланӑ, ташланӑ, елка тавра карталанса тӑнӑ.

Уява Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Вӑл ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансемшӗн ҫак уява усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче Ордем Галин «Приметы, подсказки, словно из сказки» ача-пӑча кӗнеки тухнӑ. Автор пӗчӗкскерсене пурнӑҫра тӗл пулакан паллӑсемпе паллаштарать, вӗсене пӗлтерӗшне ӑнлантарать.

Ордем Гали халӑх ӑслӑлӑхӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗслӗхсемпе ӑнлантарса парать. Автор хайӗн историйӗсенче тӗп шухӑша пытарнӑ: кирек мӗн патне талпӑнсан та асамлӑха ӗненмелле, ӗмӗтленмелле.

Кӗнеке 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Иван Алексеев.

 

Персона

Красноармейски районӗнчи Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова ҫуралнӑ кунне 104-мӗш хутчен уявланӑ. Ватӑскер пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулин те халӗ те алӗҫӗпе аппаланать, вулать, кукӑль пӗҫерет, хуҫалӑхра кӑштӑртатать.

Валентин Новоселова кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 104 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ. Пухӑннӑ хӑнасене вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Валентина Егоровна – районти пӗрремӗш телефонистка. Вӑл лайӑх ҫырма-вулама пӗлнӗ, мӗншӗн тесен 8 класс пӗтернӗ. Ентешӗсем телеграмма яма килнӗ, Валентина Новоселова вӗсене тӗрӗс ҫырма вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл колхоза ӗҫлеме куҫнӑ. Ун чухне укҫа пулман, йӑлтах фронта ӑсатнӑ. Колхозра ӗҫлесен вара пурӑнмалӑх тырӑ панӑ.

1996 ҫулта Валентина Егоровна каллех телефонистка ӗҫӗ патне таврӑннӑ. Ун чухне ӑна декрета кайнӑ ҫынна улӑштарма ыйтнӑ.

Вӑл упӑшкипе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ унӑн 11 мӑнук, вӗсен 14 ачи.

 

Персона

Паян, карлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Михаил Васильевич 57 ҫул тултарнӑ.

Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ, кайран «Химпромра» электромонтерта ӗҫленӗ. Михаил Василевич 27 ҫулта Шупашкар районӗн канашӗн депутачӗ пулса тӑнӑ.

Аса илтерер: Михаил Игнатьев 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑл – Чӑваш Республикин Элтеперӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54633
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу машинин водительне вӗлернӗ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кун кунлакан арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан арӑмне васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Хӗрсе кайнӑ арҫын сунар пӑшалне йӑтнӑ та васкавлӑ медпулӑшу подстанцине кайнӑ. Анчах унта алӑк хупӑ пулнӑ. Хайхискер фельдшер тухасса кӗтсе тӑнӑ.

Кӗҫех алӑк уҫӑлнӑ, пӑшал тытнӑскер арҫын мӗлкине курсан пенӗ. Анчах ҫав ҫын фельдшер мар, васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ пулнӑ. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ria.ru/20190106/1549073381.html
 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Уҫӑмлӑ тата курӑмлӑ тӑвакан ӗҫ-пуҫа пула кӑна пурӑнӑҫ (бытие) тӗп-йӗрне палӑртма май пур. Рефлекси ҫавӑн пек ӗҫ-пуҫ тавра (ун хутшӑнӑвӗпе тӑрӑмӗсем тавра), пурӑнӑҫа упракан вырӑн координачӗсем тавра ҫаврӑнать пулсан – вӑл трансценденталлӑ рефлекси пулса тӑрать».

-- -- -- -- --

«А когда рефлексия направлена на те состояния и отношения представляющей деятельности, благодаря которым вообще делается возможным определить бытие сущего, то такая рефлексия, направленная на координаты точки, к которой относится бытие, становится трансцендентальной рефлексией»

(Хайдеггер М. Время и бытие. М., 1993. С. 377.)

.

«Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…» – ҫырнӑччӗ эп 1992 ҫулта. Киремет умне тӑнӑранпа вӑтӑр (!) ҫула яхӑн иртрӗ – халӗ те тӑратӑп. Мӗншӗн тӑнине те, Киремет кам пулнине те, ун умӗнчи хамӑн тивӗҫе те ӑнланатӑп пек. Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук.

Малалла...

 

Спорт
Фото grani21.ru
Фото grani21.ru

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, самбо тата дзюдо енӗпе хатӗрлекен Олимп резервӗсен 10-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗнче арҫын самбистсен республика шайӗнчи чемпионачӗ иртнӗ. Кун пирки «Грани» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.

Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тӗрлӗ хулапа районсенчен 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Апла пулин те Шупашкар арӗсемпе каччисем пуринчен ытларах маттур пулнӑ. Вӗсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илекен те ытларах. Ҫапла майпа Василий Кузьмин, Даниил Дмитриев, Сергей Дробязко, Никита Соколов, Илья Капустин, Лев Афанасьев, Олег Воробьев тата Евгений Малов ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсен йышне ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Никита Жигаревпа Вӑрмар поселокӗнчен килнӗ Денис Тимофеев кӗме пултарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2015, 2016, 2017, 2018, 2019, 2020, 2021, 2022, 2023, 2024, [2025], 2026, 2027, 2028, 2029, 2030, 2031, 2032, 2033, 2034, 2035, ... 4011
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 19

1913
112
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
111
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
78
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
47
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
47
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
43
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
35
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...