Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Тутарсем чӑваш историкӗсене хӑйсен историйӗпе паллаштарчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.05.2017 13:14 | 2034 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Рафаиль Хакимов «История татар» кӗнекесемпе паллаштарать
Рафаиль Хакимов «История татар» кӗнекесемпе паллаштарать

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян кӳршӗ республикӑри ӑсчахсем хӑнара пулчӗҫ. Шупашкара килсе Тутарстан Республикин ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ӑсчахӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ.

Тӗп доклада Р.С. Хакимов тухса каларӗ. Вӑл институт ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, мӗн енӗпе ӗҫлени пирки каласа пачӗ, институт хатӗрленӗ чи сумлӑ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Каласа хӑварас пулать, унашкал пысӑк ӗҫсен шутне тутар халӑхӗн историне ҫутатакан 7 томлӑ «История татар» (чӑв. Тутарсен историйӗ) кӗрет. Вӑл 2002–2013 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ. Рафаиль Сибгатович ҫавӑн пекех тутарсем хатӗрленӗ кӗске фильм та илсе килнӗ, ӑслӑлӑх семинарне пухӑннисене 15 минутлӑ фильмпа паллаштарчӗ.

Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хӑнасенчен ҫавӑн пекех институтӑн ӑслӑлӑх енӗн ҫумӗ Р. Салихов, хальхи истори пайӗн заведующийӗ А. Бушуев, ҫӗнӗ истори пайӗн заведующийӗ И. Загидуллин, институт ҫумӗнчи тутар-кӗрешӗнсемпе нухайпексен историпе культурине тӗпчекен центрӑн заведующийӗ Р. Исхаков тата этнологи пайӗн заведующийӗ Г. Габдрахманова каласа пачӗҫ. Ӑслӑлӑх семинарне пӗтӗмлетсе гуманитари институчӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Михаил Кондратьев тухса доклад каларӗ.

#ЧПГӐИ, #хӑнасем, #ӑслӑлӑх, #Тутарстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем