Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Дефис ятлӑ лаша Леонид Петрова ӑслӑлӑх анин ҫулне уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2017 21:38 | 2595 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Леонид Порфирьевич Петровӑн «Кайӑк-кӗшӗкӗн чӑвашла ячӗсене танлаштаруллӑ-историллӗ тӗпчесе пӑхни» электронлӑ ӑслӑлӑх кӑларӑмне хӑтларӗҫ.

Тухса калаҫакансен йышӗнче институт директорӗ Петр Краснов, институтӑн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Геннадий Николаев, наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн филологи кафедрин доценчӗ Анна Егорова, институтӑн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярев, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ Татьяна Денисова, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ Василий Кервен тата ыттисем пулчӗҫ.

Калас пулать, паян Леонид Порфирьевич Петровӑн ҫуралнӑ кунӗ — вӑл 60 ҫул тултарчӗ. Электронлӑ кӑларӑм хӑтлавӗнче вӑл хӑй те сӑмах илчӗ, ӑслӑлӑх ҫулне ӑна валли ачалӑхри «Дефис» ятлӑ лаша уҫни пирки каласа пачӗ. Леонид Порфирьевич пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл лашана, иккен, хӑй вӑхӑтӗнче колхоз чикансенчен тӑватӑ сурӑхла ылмаштарса илнӗ. Лаши хӑрах куҫлӑ пулнӑ, ҫавах та питӗ патвар та вӑйлӑскер. Ун ҫинчен темиҫе хут ӳкни пирки те Леонид Порфирьевич каласа пачӗ.

#Вӑрнар районӗ, #юбилейсем, #хӑтлавсем, #ЧПГӐИ, #ӑслӑлӑх

 

Сӑнсем (26)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем