Республикӑра
![]() Никита Тӗнчен ача ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗкскере Аяран ят хунӑ. Ӑна Ая та тесе чӗнеҫҫӗ. «Тӳпере вӗҫӗкен Уйӑх» тенине пӗлтерет. Ая (тӗрӗк чӗлхинчен – уйӑх), Ярӑн (чӑваш чӗлхинчен)», - ҫапла ӑнлантарнӑ Никита. Хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне Чӑваш Енре Республика кунне халалласа салют кӗрленӗ. Анастасия Тӗнче Шупашкарти 5-мӗш ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ. Унта Никита ҫуралнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ. Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова. Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ. Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи комитечӗсен пӗрлези ларӑвӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ федераци саккунӗн проектне пӑхса тухнӑ. Ларӑва хутшӑннӑ чӑваш парламенчӗн депутачӗсен самайӑшӗ хӗрарӑмсене 63 ҫулччен, арҫынсене 65 ҫулччен пенсие кӑлармалла мар тесе йышӑннӑ. РФ коммунистсен партийӗн пайташӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов пенси реформишӗн кам епле сасӑланинпе паллаштарма Фейсбукра список пичетленӗ. «Халӑхӑн хӑйӗн депутачӗсене, кам мӗнлине, пӗлмеллех», — тесе ҫырнӑ Григорий Данилов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ ҫурт тӗлӗнче ҫиччӗмӗш класс ачи пикета тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Яш РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршиновӑна хӑйсен «выльӑхла» (плакат ҫине вырӑсла ҫапла ҫырнӑ) пурнӑҫ условийӗ пирки систересшӗн пулнӑ. Алена Аршинова ҫемьен пурнӑҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацине ҫемье пирки ыйтса ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫыру янӑ. Унтисем хайхи ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине кура хваттер черетӗнче списокра 10-мӗш тӑнине пӗлтернӗ. Алена Аршинова асӑннӑ ҫемье хӑйӗнпе унччен ҫыхӑнманнине, пулӑшу ыйтакансене вӗсем хӑш парти пайташӗ пулнине пӑхмасӑр тӗкӗ кӳме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Ачана маларах политика тӗллевӗпе, усӑ курни те ҫиеле тухнӑ-мӗн. Ҫапла хӑтланнине депутат ырламаннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Татьяна Кучерова Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна ют ҫӗршывран килнӗ студентсенчен чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сӑмах Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен, Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухакан Татьяна Кучерова пирки пырать. Вӑл Китайри университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрат., университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать. Халӗ пикене Китайри аслӑ шкул ют ҫӗршыа студенчӗсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта тӑвакан кадет шкулӗшӗн яваплисене палӑртнӑ. Ку вӗренӳ учрежденине тӑвас пирки вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчипе Михаил Бабичпа килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула каярах юлса пыни пирки те сӑмах-юмах тухнӑччӗ. Республикӑн Строительство тата Вӗренӳ министерствисен пӗрлехи приказӗпе халӗ строительствӑшӑн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑн ертӳҫи — строительство министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Иванов. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стройкӑра рабочи вилнӗ. КамАЗ бомба хӳтлӗхӗ пулнӑ шӑтӑка анса ӳксе машина водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку факта тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ. Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре икӗ районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Патӑрьели тата Комсомольски районӗнчи икӗ хуҫалӑхра чӑхсем вилнӗ. Вӗсен виллисене Чӑваш ветеринари лабораторийӗ тӗрӗсленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулма пултарать. Халӗ вирус килме пултарнӑ вырӑна тӗрӗслеҫҫӗ. Ку чӑнах та кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн материала Владимир хулине тӗпчеме ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн Шупашкар ҫыннисем ырӑ мар шӑршӑ шӑршласа ывӑнчӗҫ пулӗ. Ҫакна чылайӑшӗ «Юрма» агрохолдинг каяша уя тухса тӑкнипе сӑлтавлать. Агрохолдинг директорӗ Владимир Ермолаев ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта ырӑ мар шӑршӑ кӗме пӑрахасса шантарнӑ. Раштав уйӑхӗ тӗлне кайӑк-кӑшӗк каяшӗ валли тӑрӑллӑ сооружени тума палӑртнӑ-мӗн. Хапрӑк каяша уя тухса тӑкнӑран ҫывӑхри ял ҫыннисем те, шупашкарсем те шар кураҫҫӗ. Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗн хастарӗсем журналистсемпе пӗрле Шупашкар районӗнче экологи рейчӗ ирттернӗ. Владимир Ермолаев эрне хушшинче каяша хумалли объектӑн проекчӗпе паллаштарма шантарнӑ. Палӑртмалла: халӗ ЧР Арбитраж сучӗ Россельхознадзор «Юрма» тӗлӗшпе ҫырнӑ тӑватӑ тавӑҫа пӑхса тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗрпӳ кӗперне хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ку ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук пек туйӑнать ахӑртнех. Ара, ӑна миҫе ҫул тӑваҫҫӗ-ха та. Ҫак кунсенче рабочисем Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине ӗҫлеме тухнӑ. Унта реконструкцин юлашки тапхӑрӗ пырать. «Волго-Вятскуправтодор» пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере кӑҫал юпа уйӑхӗнче хута яма палӑртнӑ. Ҫывӑхри ял ҫыннисем валли чарӑну та пулӗ. Унта павильон лартӗҫ. Палӑртмалла: Ҫӗрпӳ кӗперне хута ямашкӑн федераци хыснинчен 282 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |