Республикӑра
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче Африка мурне тупса палӑртнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май ҫак регионтан сысна какайӗ кӳрсе килме пӑрахнӑ. Чулхула облаҫӗнче те Африка мурӗпе чирлӗ сыснасене тупса палӑртнӑ. Чир Чӑваш Ен патнелле ҫывхарма пултарать. Ҫак кунсенче республика чиккинче 20 яхӑн сысна ҫури тиенӗ фермера тытса чарнӑ. Унӑн ятарлӑ документсем пулман. Усламҫа штрафланӑ, сысна ҫурисене вара вӑхӑтлӑх вырӑна пӗр уйӑхлӑха илсе кайнӑ. Вӗсене унта тӗрӗслӗҫ. Чӑваш Енри сысна комплексӗсенче, хуҫалӑхсенче плана кӗртмен тӗрӗслевсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисен йышне йӗркелеме сӗннӗ. Салтаве пур: Чӗмпӗр облаҫӗнче Африка мурӗ хир сыснисенчен пуҫланнӑ, унта унччен вилнӗ ҫак чӗрчуна тупнӑ. Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулмалла: вӑрмантан таврӑнсан пушмака ҫумалла, тумтире улӑштармалла. Вӑрманта ҫӳренӗ тумпа сыснасем патне кӗмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |