Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Владимир Мешкова халалланӑ курав уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.07.2019 06:03 | 1787 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Владимир Мешков художник ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.

Владимир Мешков график, линогравюра ӑсти 1919 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Маркара ҫуралнӑ. Мешковсен ҫемйи пулас художник пӗчӗк чухне Ҫӗпӗре, Иркутск облаҫне, куҫса кайнӑ. 1935 ҫулта Красноярскра пурӑнма тытӑннӑ. Владимир Мешков малтанласа тӗрлӗ хаҫатра ӗҫленӗ. Вӑл — СССР художниксен союзӗн пайташӗ, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн хисеплӗ пайташӗ. 2012 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Владимир Мешкова халалланӑ экспозици художникӑн 50 ӗҫӗнчен тӑрать. Вӗсем Чӑваш патшалӑх художество музейӗн архивӗнче упранаҫҫӗ. Курав ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

#Ҫатра Марка, #Шупашкар районӗ, #Красноярск, #Иркутск облаҫӗ, #ӳнер, #культура, #музейсем, #куравсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем