Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ пысӑках мар. Паян унта тӗпленнӗ халӑхшӑн чӑн-чӑн уяв – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 1,3 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫак ялтисем кӑна мар, Пинер тата Коминтерн ялӗсенче пурнӑнакансем те ҫӳреҫҫӗ. Ку халӑхшӑн питӗ меллӗ. Ара, ҫывӑхри пульницӑна ҫитмешкӗн сахал мар каймалла – 20 ҫухрӑм.
Унччен Мисчӗри ФАП япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ ӑна тултан кӑна мар, шалтан та ҫӗнетнӗ: коммуникацие, чӳречесене, тӑррине улӑштарнӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ. Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ФАПра хӑтлӑ та ҫутӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кашни виҫҫӗмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ.