Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Ял ҫыннисем КамАЗ ҫинче флюорографи тӑвӗҫ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 27.04.2018 21:36 | 830 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Республикӑри туберкулезпа кӗрешекен диспансера куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ флюорограф килнӗ. Вӑл – КамАЗ.

Ҫӗнӗ машина республикӑри ялсене ҫитӗ. Ял ҫыннин ӗҫ нумай, унта-кунта тухса ҫӳреме вӑхӑт ҫук. КамАЗ вара меллӗ – яла ҫитме пултарать.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал машина кунне 150 ҫын таран йышӑнма пултарать, ҫулталӑкне вара – 33 пин ҫынна. Флюорографие кирек мӗнле ҫанталӑкра та тума май пур. КамАЗ «шӑтӑкра» вырнаҫнӑ ялсене те ҫитме пултарать.

Флюорограф пысӑк пахалӑхлӑ, вӑл чир-чӗре лайӑрах тупса палӑртма май парать. Ку хатӗре республика хыснинчен уйӑрнӑ 14 миллион тенкӗпе туяннӑ.

#сывлӑх, #хысна, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Васкавлӑ медпулӑшун пациент патне миҫе минутра ҫитмелле?
2017, 12, 06
Чӑваш Ене 800 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ
2018, 03, 11
Каҫал тӑрӑхӗнчи пульница хальхи вӑхӑтпа килӗшсе тӑман
2018, 03, 20
Чӑваш Енри ватӑсене валли Мускав укҫа уйӑрнӑ
2018, 03, 20
Тӑватӑ ялта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ пулӗ
2018, 04, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org