Чӑваш Енри районсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсем паян удобрени туянаҫҫӗ, теприсем вӑрлӑха кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи кун тӗлне 44,8 пин тонна вӑрлӑх тӗрӗсленӗ. Ҫак кун тӗлне пӗлтӗр, сӑмах май, 45,1 пин тонна пахаланӑ. Халь тӗрӗсленинчен кондицие ларнӑ вӑрлӑх хисепӗ — 61 процент. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑта акана юрӑхлӑ вӑрлӑх хисепӗ 34 процент пулнӑ.
Кондициллӗ вӑрлӑх хисепне Йӗпреҫ районӗнче 2 процент лайӑхлатнӑ.
Вӑрлӑха ака валли хатӗрлессипе уйрӑмах лайӑх ӗҫлекен районсен шутӗнче — Тӑвай тата Вӑрнар районӗсем. Малтан асӑннинче мӗнпур вӑрлӑхӑн 92 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ, юлашкинчен каланинче ҫак хисеп 83 процентпа танлашнӑ.