Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет.
Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус.
Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ.