Кӳршӗре
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Мари Элти вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Мари аварипе ҫӑлав службин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентеше тупнӑ, киле таврӑнма пулӑшнӑ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мари Элти ҫӑлав службине 59 ҫулти хӗрарӑм шӑнкӑравласа хӑй вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Хайхискер Звенигово районне, Кӗҫӗн Мартын юханшывӗ ҫывӑхне, кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Хӗрарӑм вӑрманта ҫӳреме пӗлмен. Кун пирки вӑл сӑлавҫӑсене те пӗлтернӗ. Оперативлӑ дежурнӑй ӑна хӗвеле пӑхса Кокшайск тракчӗ еннелле утма хушнӑ. Вырӑна часах Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫитнӗ. Хӗрарӑма тупнӑ, вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Утӑ уй ӑхӗнче пӗрремӗш декада нормӑран 2,5 градус ӑшӑрах тӑчӗ. Кунашкалли юлашки хутчен 2013 ҫулта пулнӑ. Тӑваттӑмӗш эрне ӗнтӗ ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Кунашкалли сайра хутра кӑна пулнине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Тепӗр 10 кун шӑрӑх пулӗ-ха. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, утӑн 11-20-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран 3 градус ытларах пулӗ. Ыран чи сивӗ кун пулӗ. Канмалли кунсем тӗлне каллех ӑшӑтӗ. Ҫитес эрнере 26-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 17-18 градус. Юнкун шӑрӑх пулӗ: 30 градус ӑшӑ. Анчах кашни кун ҫумӑр ҫуса иртме пултарать. Шӑрӑх ҫанталӑкра аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур-ха. Утӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫумӑр ытларах ӳкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ҫул мӗнле канӑпӑр? 2019 ҫулхи производство календарӗн проектне хатӗрленӗ. Хальлӗхе канмалли кунсене урӑх куна куҫармалли пирки документа йышӑнман-ха. Проектпа килӗшӳллӗн, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн эрнекун, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Кайран каллех канмалла: шӑматкун тата вырсарникун. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата Ҫӗнтерӳ кунӗ эрне варрине лекеҫҫӗ. Ахӑртнех, канмалли кунсем вӑраха тӑсӑлмӗҫ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче тата пушӑн 8-мӗшӗнче виҫшер кун кантарӗҫ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Республика кунӗ, ҫитес ҫул тунтикуна лекет. Эппин, ун чухне виҫӗ кун кантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ канашлура ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин утӑн 16-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» тӗлӗшпе конкурс производтстви пулнине пӗлтернӗ, ҫавна май предприяти пассажирсене илсе ҫӳреме чарӑнӑ, автобуссене ҫӗнӗ перевозчиксене тара парӗҫ. Яхатин каланӑ тӑрӑх, утӑн 4-мӗшӗнче «Чӑвашавтотранс» кредиторӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Предприятие панкрута кӑларас тепӗр процедурӑна ЧР Арбтитраж сучӗ пӑхса тухӗ. Аса илтерер: утӑн 5-мӗшӗнчен предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Куславкка тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахнӑ. Шупашкарта та 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш автобуссем валли вӑхӑтлӑх перевозчик шыраҫҫӗ. Ӑна утӑн 6-мӗшӗ валли тупма палӑртнӑ, анчах вӑхӑта утӑн 11-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 7 ҫулти хӗрача хреснамӑшӗ патӗнчен тухнӑ та килелле утнӑ. Ӑна ҫур ҫула ӑсатнӑ-ха, киле ҫитме нумай та юлман. Хӗрачана хыҫалтан йытӑ тапӑннӑ, кӗлеткинчен ҫыртса юханшыв хӗрринелле сӗтӗрме пуҫланӑ. Юрать, ҫывӑхра арҫын ачасем пулнӑ. Вӗсем хӗрачана пулӑшнӑ, лешӗ вара тарма ӗлкӗрнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрачана пульницӑна вырттарнӑ. Йытӑ ачана самаях ҫыртса пӗтернӗ. Ҫавна пула пӗчӗкскер туалета та икӗ кун каяйман, аппаратпа выртнӑ. Унӑн суран нумай. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула мӗнле кайӗ-ши?» - кулянса каланӑ амӑшӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем сунар йыттине пӗрремӗш хут салтса янӑ. Йытта яланлӑхах ҫывӑратса яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Пичугин тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти Никита Борисов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмӗ тата Дмитрий Медведевӑн йышӑну пӳлӗмӗ умне пикета пӗччченех тухнӑ. 7-мӗш класра вӗренекен арҫын ача амӑшӗпе мӗн ҫуралнӑранпах 6 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать-мӗн. Вӗсем пурӑнмалли условисене лайӑхлатмашкӑн черете тӑнӑ, анчах вӑл ниепле те шумасть. Хула администрацийӗ вӗсене ҫурт памашкӑн май ҫуккине каланӑ. 4 уйӑх каялла Никита Алена Аршинова патне ҫырӳ ҫырнӑ. Анчах депутат ӑна йышӑнма хирӗҫленӗ, ҫырӑвне илнӗ. Право хӳтӗлевҫи ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: ача Навальный енче пулни Аршиновӑна килӗшмест имӗш. Никитӑсен пӳлӗмӗнчех тепӗр кӳршӗ пурӑнать. Вӑл эпилепсипе чирлӗ. Никита ун валли васкавлӑ медпулӑшу пӗрре мар чӗннӗ. Амӑшӗ Ирина Борисова кӳрши чирлӗ пулнӑран вӗсене пушшех те урӑх кӗтес уйӑрса памалла тесе шухӑшлать. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Никитӑна КПРФ митингӗнче тытса чарнӑ. Вӑл унта «Взятка» хаҫат валеҫнӗ. Хаҫатра вӗсем пӗчӗк пӳлӗмре хӗсӗнсе пурӑнни пирки статья тухнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чӑвашавтотранс» панкрута тухнӑ май Шупашкарта автобус рейсӗсене хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та предприяти автобусӗсем рейса тухма пӑрахнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Чӑвашавтотранс» Ҫӗнӗ Шупашкарта пассажирсене илсе ҫӳренӗшӗн хула хыснинчен компенсаци уйӑрманран, тӑкак нумай пулнӑран предприяти 21-мӗш маршрутпа (Химтехникум – Липово) тата 22-мӗш маршрутпа (Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай храмӗ - «Химпром» ПАО) ҫӳрекен автобуссене ҫӳреме чарни пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» автобус маршручӗсене хупнӑран ун вырӑнне урӑх перевозчик шыраҫҫӗ. Заявкӑсене йышӑнас вӑхӑта тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Элтеперӗ ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти кӳлмекре ларакан «Одис-отель» пирки калаҫнӑ. 12 ҫул каялла хута яма пуҫланӑскер паянхи кун та хула сӑн-сӑпатне илемсӗрлетет. «Ҫитес ҫул Шупашкар 550 ҫул тултарнине федераци шайӗнче уявлатпӑр. Ун валли ҫав здание туса пӗтермелле е ишсе антармалла. Вӑл пирӗн хулан архитектура илемне ан пӑстӑр», - тенӗ Михаил Васильевич. Сӑмах май, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков отеле Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле хута ярасси пирки каланӑччӗ. Килес ҫул валли ниепле те ӗлкӗреймеҫҫӗ имӗш. Каярахпа сити-менеджер здание 2022 ҫулта хута ярасси пирки каланӑ (ун чухне канашлура Михаил Игнатьев пулман). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти ача пахчисенче апатлану хакӗ ӳснӗ. Ҫавна май ачасен рационне улӑштарнӑ. Менюна мӗн кӗртмелли пирки ашшӗ-амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ. Вӗсем какай, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах кӗртме сӗннӗ. Ҫапла майпа рациона чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ плов, ӗне какайӗнчен хатӗрленӗ гуляш, ҫӗрулмипе пӑшӑхланӑ аш, тефтелипе рис, фрикаделькипе пӗҫернӗ яшка хушма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ачасене груша, банан парӗҫ. Аса илтерер: ача ушкӑна 12 сехет ҫурет пулсан халӗ 115 тенкӗ (91 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 5 сехетлӗ ушкӑнсенче - 54 тенкӗ (45 тенкӗ пулнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Патшалӑх инспекцийӗн телефонӗпе шӑнкӑравласа хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене пама май пур: 62-90-61, 62-01-79, 62-89-65 номерсене ҫеҫ ҫавӑрттармалла. Ӗҫ кунӗсенче кӑна шӑнкӑравсене йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсен ӗҫ саккунне пӑхӑнас ыйтусемпе ӗҫлет. Унта тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Апатлану вӑхӑчӗ – 13 сехетрен пуҫласа 13.45 сехетчен. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен талӑкӗпех ӗҫлекен номер ӗҫлесе кайӗ. Унта ыйтусене ҫыртарса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |