Хулара
![]() 2gis.com сайтри сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Юман рашчине Халӑхсен туслӑхӗн паркӗн ятне пама сӗнеҫҫӗ. Е ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвасшӑн. «Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейи» канашӑн председателӗ Лев Кураков хула администрацине ҫак сӗнӳпе тухнӑ. Лев Кураков ҫакна палӑртнӑ: икӗ сул каялла Шупашкарта Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлнӑ, вӑл шӑпах Юман рашчи патӗнче вырнаҫнӑ. Рашчара вара ҫынсем кӑвайт чӗртсе канаҫҫӗ, эрех-сӑра та ӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал Юман рашчине 2020-2021 ҫулсенче хӑтлӑх кӗртмелли объектсен йышне кӗртнӗ. Хула администрацине ҫак ӗҫе тӑхтамасӑр тума, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле вӗҫлеме, унтан ӑна ҫӗнӗ ят пама сӗнеҫҫӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |