Республикӑра
![]() http://moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре газ хакланать. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне нормативлӑ право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ҫитес уйӑхран 1 кубла метр газшӑн 5,53 тенкӗ тӳлеме тивӗ (халӗ — 5,36 тенкӗ). Эппин, хак 17 пус ӳсӗ. Палӑртмалла: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ такаксемшӗн те хак хӑпарать. Республикӑри 283 муниципалитетра вӑл нумайран та 4,6 процент ӳснӗ, 14 хулапа ялта вара – 4,9-12 процент. Ку Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене пырса тивет. Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗнче тата Канашра «коммуналка» 12 процент хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://yandex.ru сайтри сӑн Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче арҫын вилнӗ. 44 ҫулти арҫын ирхине общество транспортӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. «Ахӑртнех, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑранӑ. Пассажирсем ӑна урама тухма пулӑшрӗҫ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗҫ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ, анчах арҫыннӑн чӗри тапма пӑрахрӗ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатмашкӑн специалистсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккассинчи шкул Ҫанталӑк пӑсӑлнӑ май Чӑваш Енре ӗнертенпе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР Министрсен Кабинечӗн район тата хула администрацийӗсемпе пӗрле асар-писер ҫанталӑк шар кӑтартнӑ пулӑма сирмелли ӗҫ хатӗрлемелле, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермешкӗн республикӑн резерв хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Муниципалитетсене вара вӑйлӑ ҫил сиен кӳнӗ ҫуртсене юсама, ӳкнӗ йывӑҫсене тирпейлеме хушнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру режимӗ ятарлӑ хушу пуличчен тӑсӑлӗ. Аса илтерер: Красноармейски районӗнчи Еншик Чулла ялӗнче шкул спортзалӗн, ФАП тӑрри сиенленнӗ. Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккассинче шкул тӑррине сӳнӗ, Тавай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнчи шкул ҫивиттине те ҫил илсе пенӗ. Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех палӑртнӑ. Юпасем, йывӑҫсем ӳкнӗрен 17 районти 3702 ҫурт электричествӑсӑр юлнӑ. Ӗнер ирхине электролинисене йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗн» инвестор тупӑннӑ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн активӗсене ҫул-йӗр организацийӗ «Воддорстрой» тулли мар яваплӑ общество туяннӑ. Организаци хапрӑкӑн активӗсене кӑна мар, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» ыйтакан парӑмсене те туяннӑ. Инвестор тупӑнсан ҫынсене штата ӗҫе илме пуҫланӑ. Ҫул-йӗр организацийӗ хапрӑка 300 пин тенкӗ аванс куҫарса парӗ. Ӗҫ укҫи, налук енӗпе кӗнӗ парӑмсене пурлӑха сутсан саплаштарӗҫ. Хапрӑка туллин ӗҫлеттерсе ярасшӑн, ҫитес вӑхӑтра штата ҫӗнӗ ҫынсене илесшӗн. Инвестор укҫипе инкубатор валли ҫӑмартасем туяннӑ ӗнтӗ, ку уйӑхра чӗпӗсем тухмалла. Палӑртмалла: хапрӑкра 143,5 пин чӑх. Халӗ чӗпӗсене халӑха сутаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫулҫӑ ҫинчи пӑр. Н. Плотников тунӑ сӑн Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ҫуркуннен юлашки кунӗнче, республикӑра юр ҫунӑ. Вӑл нумай вӑхӑт ҫуман-ха, ҫапах ҫынсем сӑн, видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Шупашкарта тӗллӗн-тӗллӗн юр ӳкнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑр та ҫунӑ. Синоптиксем ҫитес вӑхӑтра та юр ҫума пултарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫӗр 2-5 градус таран шӑнӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Асар-писер ҫанталӑк икӗ ҫынна шар кӑтартнӑ, вӗсем суранланнӑ. Ҫил шкул, ҫурт тӑррисене сӳнӗ. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Караппӑл Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел вӑрман хуҫалӑхӗнче хальччен курман кайӑк асӑрханӑ. «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кайӑка ӳкерсе илнӗ те ҫӑткӑн кайӑксене аван пӗлекен Игорь Карякин орнитолога кӑтартнӑ. Специалист ҫак кайӑк пӗчӗк караппӑл (вырӑсла каласан, подорлик) иккенне палӑртнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енри кайӑксен тӗсӗ 289-па танлашнӑ. Караппӑл иленнӗ вырӑнта унччен масар ӑмӑрткайӑкӗ пурӑннӑ. Караппӑл хӑлатран пысӑкрах иккен, пӑхсан ӑмӑрткайӑка аса илтерет. Унӑн виҫи — 1,5 килограма яхӑн. Ҫунатне сарсан тӑршшӗ — 444—480 мм, амисен ҫуначӗн сарлакӑшӗ — 475—505 мм. Тӗсӗ кӑмрӑк пекрех. Ҫамрӑк кайӑксен ӳчӗ ҫинче охра евӗр пӑнчӑсем пур. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте тӗл пулаҫҫӗ, Грецин ҫурҫӗр пайӗнче те пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри депутат арҫынсене массаж тӑвакансене шанмасть тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков массаж тӑвакан салонсем пирки малтан шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем патне ҫырнӑ. Унтисем пуҫиле ӗҫ пуҫарманнине кура депутат прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Халӗ РФ ШӖМӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн 10 хулинче операци ирттернӗ, массаж тӑвакан салонсенче арҫынсене хӗрарӑмсем урӑхла майпа килентернине кура хупнӑ. Шупашкарта ун пек икӗ салон ӗҫӗе пӳлнӗ. Ҫакӑнта Игорь Моляков депутат тӳпи те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗ укҫине вӑхӑтра парас, «сӑрӑ» схемӑсемпе ӗҫлекенсене чарас ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйтупа ЧР Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин тухса калаҫнӑ. Шупашкарти 1-мӗш типографин ӗҫ укҫи парӑмӗ 16,3 миллион тенке ҫитнӗ, «Элма» автокомпонентсен савучӗн – 18,1 млн, Улатӑрти «АЗНХ» обществӑн – 13,4 млн, «Чӑваш бройлерӗн» – 10,6 млн, «Старко» фирмӑн – 3,9 млн. Кӑҫал инспекци ӗҫченӗсем 103 тӗрӗслев ирттернӗ, предприятисем саккунсене пӑхӑнса пыманнине тупса палӑртнӑ. Кӑҫал «Чӑвашавтодор» АУО 802 ҫынна ӗҫ укҫине 30 млн ытла парса саплаштарнӑ, «Чӑвашавтотранс» та ӗҫ укҫипе парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестивале хутшӑннисем Элтеперпе тӗл пулнӑ Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ. Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫсем ӳкни, пӳрт ҫивиттисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер те, паян та пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑ. Вӑйлӑ ҫил Красноармейски районӗнчи Енник Чуллӑ шкулӗн ҫивиттине те вистенӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре общество транспорчӗн чарӑнӑвне ҫавӑрса пӑрахнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта электричество пӑралукӗсене татса пӑрахнӑ, ҫӑмӑл автомашинӑсене сиен кӳнӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче икӗ ҫын аманнӑ. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |