Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ирина Клементьевӑна суд хупса хума йышӑннӑ. Ӗҫе эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухнӑ. Ирина Клементьевӑна «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан компани пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне организацин укҫи-тенкине тӑкакланӑшӑн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе 2 эпизодшӑн, 160-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйипе 2 эпизодшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл 20 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнине палӑртнӑ_. Ирина Клементьевӑна суд залӗнчен хуралпа илсе тухса кайнӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |