Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 13 ҫынна суя майпа ӗҫе вырнаҫтарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗччен Ирина Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компание 13 ҫынна суя майпа ӗҫе илнӗ, шалу тӳленӗ. Лешсем вара упӑшки ертсе пыракан коммерци организацийӗнче вӑй хунӑ. Ҫапла майпа «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компанийӗ 6,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Кунсӑр пуҫне Ирина Клементьева страхлав компанийӗн укҫи-тенкипе упӑшкин фирми валли 480 пин ытла тенкӗлӗх хатӗр-хӗтӗр туяннӑ.
Аса илтерер: унччен экс-мэр тӗлӗшпе 8 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн пурлӑхне арестленӗ, хӑй килти арестра ларать. Халӗ пӗтӗм пуҫиле ӗҫе пӗр прозводствӑна пӗрлештернӗ.