Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнче пурӑнакансем Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Вӗсене ҫак тӑрӑхра Китай ҫыннисем савут тума хатӗрленни питӗ пӑшӑрхантарать. «Ачасем, мӑнуксем валли эпир мӗн хӑварӑпӑр? Кун пекки пулмалла мар», - теҫҫӗ вӗсем.
Ялта халӑх итлевӗ пуласси пирки ял тарӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑха ку пӑшӑрхантарса ӳкернӗ. Ара, вӗсен илемлӗ тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем савут туса лартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Сӑмах май, кунта халӑх итлевӗ иккӗмӗш хут пулать. Хальхинче ӑна утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Ял ҫыннисем китайсем сӗт савутне туса лартассине хирӗҫ. Ҫавна май вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Унта 25 ҫын хутшанӗ. Ку мероприятие вӗсем официаллӑ мелпех йӗркелеҫҫӗ.