Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗн ӗҫченӗсене хисеплесе палӑк уҫнӑ.
Хулари ҫав савута хута янӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче предприяти юбилейне уявланӑ.
Савут умне вара «ЗИЛ-157» автомобиле палӑк евӗр вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма «Проект-техника» корпораци (савут асӑннӑ тытӑма кӗрет) ертӳҫисем, машина тӑвакан отрасль пайташӗсем, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчи тата ытти шайри тӳре-шара, вырӑнти депутатсем, савутӑн ӗнерхи ӗҫченӗсемпе ҫамрӑк специалисчӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ҫак предприяти хула экономикишӗн, унӑн социаллӑ пурнӑҫӗшӗн, Ҫӗмӗрлере пурӑнакансемшӗн питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Савутра паян тӑрӑшакансемпе унччен вӑй хунисене ырласа ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ.