Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тутарстанра Упи паттӑра сума суса бюст вырнаҫтарнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 04.06.2019 19:24 | 195 хут пӑхнӑ
Культура

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи Паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

#Тутарстан, #Ҫӗпрел районӗ, #Кивӗ Упи, #культура, #астӑвӑм, #палӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Иван Яковлевӑн ялӗнче ун ячӗпе парк уҫасшӑн
2018, 07, 31
Тутарстанра Иван Яковлевӑн астӑвӑм кунӗ иртнӗ
2018, 10, 29
«Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» фильма хӑтлӗҫ
2018, 12, 14
Хулаҫырмисене Олимп вӑййисене хутшӑннӑ спорстмен саламланӑ
2019, 01, 24
«Смолин вулавӗсем» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
2019, 04, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org