Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тутарстанра Иван Яковлевӑн астӑвӑм кунӗ иртнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 29.10.2018 08:31 | 401 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енӗн делегацийӗ Тутарстанра пулнӑ. Сумлӑ йыш мухтавлӑ ентешӗмӗр, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа унӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче ирттернӗ астӑвӑм кунне хутшӑннӑ.

Чӑваш Енрен кайнӑ делегацире Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗн ӗҫченӗсем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, республикӑри МИХсенче тӑрӑшакансем пулнӑ.

Хӑнасене Тутарстанри Теччӗ райоӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ, Кӑнна Кушки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов, Кӑнна Кушкинчи Иван Яковлев музейӗн ертӳҫи Алексей Пыркин, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев, ял ҫыннисем ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Иван Яковлева асӑнса митинг иртнӗ, унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ.

#Теччӗ районӗ, #Тутарстан, #Культура министерстви, #юбилейсем, #астӑвӑм, #культура, #Кӑнна Кушки

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Никольский уявӗ республикӑри тӳре-шарасӑр иртнӗ
2018, 05, 19
Иван Яковлева халалласа документлӑ фильм ӳкереҫҫӗ
2018, 07, 26
Иван Яковлевӑн ялӗнче ун ячӗпе парк уҫасшӑн
2018, 07, 31
Кӑнна Кушкинче «Чӳклеме» иртӗ
2018, 09, 21
Филипп Лукина асра тытса уяв каҫне йыхравлаҫҫӗ
2018, 10, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org