Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Хулаҫырмисене Олимп вӑййисене хутшӑннӑ спорстмен саламланӑ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Галина Никитина 24.01.2019 12:39 | 159 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ял уявӗнче Раҫҫей чемпионки те пулнӑ. Асӑннӑ республикӑри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ корреспонденчӗ Ирина Трифонова пӗлтернӗ тӑрӑх, Рио де Жанейрори Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, ирӗклӗ кӗрешессипе Раҫҫей чемпионки Инна Тражукова ял уявне килни хӑйне пӗр сенсаци пулнӑ. Унта вӑл кукашшӗпе кукамӑшне Викторпа Зинаида Салифановсене 50 ҫул пӗрле пурӑннипе чысланӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Хулаҫырми ял кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Богоявлени чиркӗвӗнче ирхи литургипе пуҫланнӑ. Пуҫтарӑннӑ халӑха престол праҫникӗпе – Турра шыва кӗртнӗ ятпа, Кӑшарнипе, тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ.

Мероприятин официаллӑ пайӗ Культура ҫуртӗнче иртнӗ. Уунта пултарулӑх ушкӑнӗн концертне курса савӑнма, ал ӑстисен куравӗпе паллашма, ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнма май пулнӑ.

Ял пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансене, культура, социаллӑ сфера ӗҫӗнче палӑрнисене, ыркӑмӑллӑхҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнӑ.

#Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #уявсем, #культура, #Хулаҫырми

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тутарстанра чӑваш пикисенчен чи хитрине палӑртнӑ
2018, 03, 13
Транспорта ирччен ҫӳретӗҫ
2018, 12, 30
82-ри кинемей юр кӳлеписем ӑсталать
2018, 12, 28
«Концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна»
2019, 01, 09
Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ
2019, 01, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org