Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Чапаев ячӗлле савут 500 ачана мечӗк парнелӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 31.05.2019 20:59 | 424 хут пӑхнӑ
Хулара
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн

Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Хулари В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ Шупашкар ҫыннисене парнепе савӑнтарӗ.

Ҫак савут юбилей ячӗпе 500 мечӗк туса кӑларӗ. Сутлӑха мар, вӗсене 500 ачана парнелӗҫ. Юбилей паллиллӗ мечӗксене ҫамрӑк вулавҫӑсем, футболистсем, пултарулӑх номерне хутшӑнакансем, олимпиада ҫӗнтерӳҫем тата ытти ачасем тивӗҫӗҫ. Мечӗксем экологи тӗлӗшӗнчен таса. Ун ҫине «550 лет Чебоксарам» (чӑв. «Шупашкара – 550 ҫул») логотип ӳкерӗҫ.

Парнесене ыранхи уявра, «Пӗрремӗш канал ирттерекен «Пӗрремӗш пул!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ тата «Шупашкар – ачасен ӗмӗтӗнчи хула» праҫникре парӗҫ.

Палӑртмалла: В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӳ – Раҫҫейре ача-пӑча мечӗкӗ туса кӑларакан пӗртен-пӗр предприяти. Вӑл ку енӗпе 1960 ҫултанпа ӗҫлет.

#Шупашкар, #савутсем, #юбилейсем, #акцисем, #парнесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫеҫпӗл Мишши музейне халӑх поэчӗ парнепе ҫитнӗ
2018, 11, 11
Роза Сябитова евчӗ Шупашкара килӗ
2019, 05, 27
Пӗрремӗш канала халалласа клубма тӑвӗҫ
2019, 05, 29
55 ҫулти троллейбус каллех ҫула тухӗ
2019, 05, 29
Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсене ресторанра хӑналаса ямӗҫ
2019, 05, 31

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org