Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ.
«100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ.
«Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент.