Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем паян ирпе ирех Самар тӑрӑхне тухса кайнӑ. Виҫӗ кунлӑх гастролӗн малтанхи кунӗнче артистсене асӑннӑ тӑрӑхри Димитровград хулинче кӗтеҫҫӗ. Унти А. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакльпе тухнӑ. Ӑна А. Попов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Ыран Тольятти хулинчи 93-мӗш вӑтам шкула ҫитме шухӑшлаҫҫӗ. Самар тӑрӑхӗнчи ачасене чӑваш сценин ӑстисем «Космический спецназ и волшебная сила» вырӑсла юмах (ӑна В. Соболев пьеси тӑрӑх лартнӑ) кӑтартӗҫ. Эрнекун, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Шӑмӑршӑра чарӑнӗҫ. Унти культура ҫуртӗнче вӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |