Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча спектаклӗсен фестивалӗ иртӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 01.09.2019 05:19 | 110 хут пӑхнӑ
Культура

Авӑн уйӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ачасене халалланӑ. Унта уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ача-пӑча спектаклӗсен «Для вас, дети!» (чӑв. Сире валли, ачасем!) фестивалӗ иртӗ.

Ҫав тапхӑрта тӗрлӗ жанрлӑ ӗҫе пӑхса савӑнма май килӗ. Программӑра — музыка юмахӗсем, балет, мюзикл.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре А. Галкинӑн «Дюймовочка» музыка юмахне кӑтартӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 12 сехетре «Дитя и волшебство» (М. Равель) лирикӑлла фантазине курма пулать. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре театр «Кентервильское привидение» мюзикла йыхравлать. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехетре П. Чайковскин икӗ пайлӑ «Щелкунчик» балетне кӑтартӗҫ. Театрта пурне те кӗтеҫҫӗ.

#культура, #театрсем, #спектакльсем, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӗменсем чӑваш спектаклӗсене курса савӑнӗҫ
2019, 04, 16
Чӑваш драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль кӑтартӗҫ
2019, 05, 17
Ҫамрӑксен театрӗ Аҫтӑрханти фестивале хутшӑнать
2019, 07, 01
Черетлӗ сезона «Сурхури сӑри» хупӗ
2019, 07, 13
«Нарспи» опера ҫӗнелсе тухӗ
2019, 08, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org