Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Аҫтӑрхан хулинче иртекен фестивале тухса кайнӑ. Культура мероприятийӗн йӗркелӳҫисем ӑна хальхи театр ӳнерӗн фестиваль-лабораторийӗ теҫҫӗ. Ӑна «Верю!» (чӑв. Ӗненетӗп) ят панӑ.
Раҫҫей шайӗнче ирттерекен уҫӑ фестиваль-лаборатори кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет. Анчах чӑвашсем малтанхи икӗ ҫулӗнче хутшӑнман. Кӑҫал, ав, тухса кайнӑ.
Фестиваль утӑ уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 12 хулари 15 труппӑпа пултарулӑх пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пять – двадцать пять» трагикомедие кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Данила Привалов ҫамрӑк драматург. Ӑна театрти ҫамрӑк Дмитрий Михайлов актер лартнӑ.
Фестиваль тӳрисем — Раҫсейри паллӑ педагогсем, критиксем тата режиссерсем. Форумра чи лайӑх режиссера, хӗрарӑм тата арҫын ролӗсене чи калӑплакансене палӑртӗҫ.