Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарӑн Мускав районӗнче пурӑнакан арҫын миллиона яхӑн парӑмлӑ пулнӑ. Вӑл кивҫен илнӗ, анчах унпа вӑхӑтра татӑлман. Арҫынтан укҫа шыраса илме суд йышӑну кӑларнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме суд приставӗсене ярса панӑ хыҫҫӑн приставсем парӑмлӑ арҫыннӑн 3500 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ӑна сутса укҫа тӑвас тенӗ хыҫҫӑн та парӑмли тӳлесе тытма васкаман. Арҫыннӑн машина пуррине, лешӗ ҫавна суд приставӗсенчен пытарнине пӗлсен ӑна шырама пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне парӑмлине чикӗ леш енне каймалла мар туса хунӑ. Юлашкинчен каланӑ сӑлтава пула парӑма тӳлесе татма шут тытнӑ та хайхи. Арҫын ҫемйипе Хорватине канма каяс тенӗ. Чикӗ леш енне кӑларса яманнине кура вӑл 1 миллиона яхӑн парӑма тата исполнитель ӗҫӗшӗн тӳлемелли 66 пине тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Халӑхран пухакан сӗт хакӗ пӗр вӑхӑтра Чӑваш Енре палӑрмаллах чакса кайрӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче ӑна, акӑ, литрне 11 тенкӗпе пухма тытӑнчӗҫ. «Ӗне усрама пӑрахмалла, йыша чакармалла», — тесе пӑшӑрханмах пуҫланӑччӗ ял халӑхӗ. Нумаях пулмасть сӗт хакӗ кӑштах хӑпарчӗ. Маларах эпӗ асӑннӑ тӑрӑхра, сӑмахран, ӑна 13 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Сӗт йӳнелсе кайни пирки Чӑваш Енре монополипе кӗрешекенсене евитлекенсем пулнӑ. Ҫакӑн пирки паян ирттернӗ пресс-конференцире Монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пӗлтерчӗ. Сӗте пухакансем, вӑл каланӑ тӑрӑх, каварлашман. Халӑхран пухакан сӗте ӑна тирпейлекен савутсем хайсен производствинче типӗтнӗ сӗтпе усӑ курнӑран йӳнетнӗ. Сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ГОСТпа килӗшсе тӑмаллине республикӑри виҫӗ савута асӑрхаттарнӑ, твиӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма хушнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрти ҫӑкӑр савучӗн унчченхи директорӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ултавлӑ ӗҫпе аппаланнӑшӑн 100 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи кӗркунне хайхи арҫын, савута ертсе пыраканскер, республика хыснинчен укҫа илме май пуррине шута илсе предприяти ятӗнчен халӑха ӗҫпе тивӗҫтекен вырӑнти центрпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ун хыҫҫӑн вара сусӑра ӗҫе илнӗ, ун валли ӗҫ вырӑнӗ меллештерме тӗрлӗ тавар туяннӑ тесе центра суя документсем, счет-фактурӑсем тӑратнӑ. Вӗсем тӑрӑх Улатӑрти ҫӑкӑр савутне республика хыснинчен 64 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен хыснине ҫакӑн чухлӗ укҫалӑх сӑтӑр кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать. Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ? Ҫакнашкал ыйту хӑш-пӗр ҫынсенчен час-часах илтме пулать. Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне туйманнипех ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ, хӑйсем те сисмен хушӑра, ачисене вырӑсла ҫитӗнтереҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ҫак ыйту сиксе тухать. Ача пахчине каймалла ачан? Каймалла. Унта вара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, мантарӑн ачи ыттисемпе хутшӑнма пултартӑр тесе ӑна мӗн пӗчӗкрен садике хатӗрлесе вырӑсла калаҫса ӳстермелле. Шкул ҫулне ҫитсен вара чӑваш чӗлхине пӳлекен тепӗр чикӗ сиксе тухать. 1–4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ачан экзамен тытмалла, тӑватӑ ҫул хушшинчи пӗлӳ пухнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла. Вӑл вара — вырӑсла. Ача тӑватӑ ҫул чӑвашла вӗреннине хальхи вӗренӳ системи пӑхса та тӑмасть, ним шутне та тӑратмасть — ачан хуть те мӗнле экзамена вырӑсла тытмалла. Кайран тепӗр чӑрмав — вӗренӳ процессӗ вырӑс чӗлхи ҫине куҫать. Чӑрмав тесе эп ӗнтӗ чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне ҫул паман пулӑма калатӑп. Ҫитӗннӗҫемӗн вӗсен йышӗ нумайланса та нумайланса пырать — ОГЭ, ЕГЭ, аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен экзамен йӑлт вырӑсла. |
Сывлӑх
![]() Шупашкарта пурӑнакан Алексеевсен 13-ри ывӑлне тухтӑр наркотикпа айкашать тесе шухӑшланӑ имӗш. Ывӑлне васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗ кӳрентерни ҫинчен ҫемье республикӑри электрон МИХсенчен пӗрне евитленӗ. Яш икӗ ҫултанпах пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. ВСД (ҫак аббревиатура вырӑсла «вегето-сосудистая дистония» тесе вуланать) диагноз лартнӑскерӗн пуҫ хытӑ ыратать, хӑсма пуҫлать. 13-ри яш утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче ҫул ҫинче аптӑранӑ. Ҫавна асӑрханӑ иртен-ҫӳрен васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Фельдшер ача наркотик астивнӗ тесе хакланӑ, яша та ҫаплах каланӑ иккен. Ӑна вӑл ҫӗр ҫине вырттарса мӑйне чавсипе пусса лартнӑ-мӗн. Яш сӑмах чӗнейми пулнӑ. Сывлӑш ҫитменнине кура вӑл фельдшер аллине сирме хӑтланса пӳрнине ыраттарнӑ иккен. Ача патне тухтӑр йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ, лешсем хӑйсен ӗҫ вырӑнне илсе кайнӑ. Пакунлисем патне кайнӑ чух ача ашшӗ патне шӑнкӑравласа ӗлкӗрнӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ ӑна наркодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ача наркоман маррине, пӳрнене вара амантнине ҫирӗплетнӗ. Фельдшера кӳреннӗ ашшӗ-амӑшӗ полицине ҫӑхав ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Пӗтӗм Раҫҫей» фестиваль иртӗ. Ӑна РФ Журналистсен союзне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Шучӗпе 22-мӗш хут йӗркелекен фестивале хамӑр ҫӗршыври журналистсемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем пухӑнӗҫ. Пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫма май паракан, ыттисен опычӗпе паллаштаракан мероприятире политиксем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем эксперт евӗр тухса калаҫассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗршыври паллӑ публицистсем лекцисем вулӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ. МИХсен ҫӗнӗ проекчӗсене те хӑтлӗҫ. Пӗр ҫынлӑ номерте пӗччен пурӑнас тесен журналистсен 31800 тенкӗ тӳлемелле, икӗ вырӑнлишӗн — 21 пин. Ача-пӑчапа та пыма чармӗҫ. Вунӑ ҫулчченхи пӗр ачашӑн талӑкне 1200 тенкӗ хушса тӳлемелле, 10 ҫултан аслисемшӗн — 2300 тенкӗ. Фестивале хутшӑнакансен унсӑр пуҫне хӑйсемшӗн аккредитаци тӳлевне — 5 пин тенкӗ — кӑларса хумалла. Кунне виҫӗ хутчен апатланни пурӑннин хакне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхин педагогӗ хулари ачасене пӗлӳ пама Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вӗренӗ. Ольга Ильина Вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли пӗтӗм тӗнчери программӑна (TEA) хутшӑнӗ. Асӑннӑ программӑпа вӗренме тӗнчери 55 ҫӗршыври вӑтам шкулсенчи педагогсене суйласа илнӗ. Пирӗн ҫӗршывран кӑҫал икӗ ҫын ҫес лекейнӗ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи программӑпа 160 педагога вӗрентӗҫ. Вӗсем АПШра ултӑ эрне пулӗҫ. Вӗренӳ программисене йӗркелеме, урока палӑртма хӑнӑхтаракан, вӗрентӳ технологийӗсемпе тата вӗрентӳри ҫӗнӗ меслетсемпе паллаштаракан семинарсене хутшӑнӗҫ. АПШри шкулсенче ӗҫлесе пӑхӗҫ. Вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли пӗтӗм тӗнчери программӑна (TEA) Пӗтӗм тӗнчери тӗпчевсем тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарас енӗпе ӗҫлекен канаш пуҫарнӑ. Ӑна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи вӗренӳ тата культура программисен пайӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер тытӑмӗнче вӗренекенсене республика Элтеперӗн ятӗнчен стипенди пама ҫырусем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 10--мӗшӗнче 12 сехетрен кая юлмасӑр Чӑваш Енӗн патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ сферӑн организацийсенче вӗрекнекенсене 400-шер (Культура министерствин сайтӗнчи хыпарта ҫапла ҫырначчӗ) тенкӗшер 5 стипенди тивӗҫӗ. Укҫана тивӗҫес текенсен этемлӗхне те (чӑнах-чӑнах («обладающим высокими гражданскими качествами» тенӗ), пултарулӑхне те, вӗренӳре епле ӗлкӗрсе пынине те шута илӗҫ. Тата вӗсен лайӑх вӗренсе пымалла, тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна, турнира, смотра хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулине ертсе пыракансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран паян сӑмах лекнӗ. Унта халӑхран укҫа сахал пухаҫҫӗ иккен. Пули-пулмишӗн мар, паллах. Ӗҫ тума. Тепӗр район-хулара урамсене сарма, парксене ҫӗнетме тата ытти ҫавӑн пек ӗҫе пурнӑҫлама укҫа пухаҫӗ. Пӗр пайне, пӗчӗккине, ҫынсем пуҫтарса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте кун енӗпе ӗҫе питӗ аван йӗркелесе янӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте аплах мар. Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗмӗрлесене хастартарах пулма хушнӑ. Унта паян пулнӑ май республика ертӳҫи хулана ертсе пыракан тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑннӑ, вырӑнти шкулсенчен пӗринче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе паллашнӑ, хулара хута янӑ ҫӗнӗ котельнӑя кӗрсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |