Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ Светлана Прокопьева «Красавица Ёрдынских игр» (чӑв. Ёрдын вӑййисен пики) конкурса хутшӑнӗ. Ҫакна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» культурӑпа наци автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Конкурс 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнчи Еланцы ялӗнчен 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Хоторук текен вырӑнта пулӗ. Ӑна «Ёрдынские игры» (чӑв. Ёрдын ваййисем) халӑхсем хушшинчи Пӗтӗм тӗнчери этнокультура фестивалӗ иртнӗ май йӗркелеҫҫӗ. 19 ҫулти Светлана Прокопьева «Раҫҫей чӑваш пики—2018» конкурса хутшӑннӑ. Шӑпах унта ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма сертификат панӑ. Шупашкар район хӗрӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультечӗн стоматологи уйрӑмӗнче вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |