Раҫҫейре
![]() «Звезда» телеканалпа «Легенды космоса» (чӑв. Космос легендисем) эфира вӗҫӗмех тухать. Андрей Барило ертсе пыракан кӑларӑмра паян Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Космонавтикӑна автор аслӑ ҫӗршывӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗ тесе хаклать. Чӑн та, 1957 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче СССРта пӗрремӗш искусствӑллӑ спутник янӑ хыҫҫӑн космос тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Тепӗр таватӑ ҫул та иртеймен — тӗнче уҫлӑхне этем вӗҫсе кайнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑр та космонавтикӑна хӑйӗн тӳпине хывнипе мӑнаҫланма пултарать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаев летчик-космонавт чӑваш ятне тӗнчене сарчӗ ҫеҫ мар, космоса ҫитерчӗ. Мухтавлӑ ентешӗмӗре халалланӑ кӑларӑма «Звезда» телеканал паян 19 сехет те 35 минутра эфира кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |