Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ
ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайра ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем «Шевроле Лачетти» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӗрарӑм ларнӑ. Салонра унӑн пӗчӗк ывӑлӗ те пулнӑ.

Инспекторсем ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ. Водитель медицина освидетельствованийӗ витӗр тухма килӗшмен. Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм руль умне унччен те ӳсӗрле ларнӑ.

Руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ывӑлӗпе ларма шикленмен хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Автоледин куншӑн судра явап тытма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/49538
 

Ӳнер

Ҫӗнӗ Шупашкарта «Лашана шыва кӗртни» ятлӑ скульптура вырӑн тупма пултарать. Ҫак кунсенче хулари ӳнер канашӗн пайташӗсем Петр Пупин скульпторӑн проектне пӑхса тухнӑ. Скульптор ӑна «Спутник» микрорайонта вырнаҫтарма сӗнет.

Лаша ҫывӑхӗнче – виҫӗ ача. Ларӑва хутшӑннӑ ҫынсем вӗсенчен пӗринче Андриян Николаев космонавтӑн ача чухнехи сӑнне палӑртнӑ. «Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май скульптурӑна тата ятне улӑштарма та пултарӗҫ.

Петр Пупинӑн ҫак ӗҫӗ Кузьма Петров-Водкинӑн «Хӗрлӗ лашана шыва кӗртни» картинипе пӗр пекрех. Вӑл Третьковка галерейинче упранать. Пупинӑн ӗҫӗнче вара виҫӗ ҫаппа-ҫарамас ача лашана ҫӑваҫҫӗ.

 

Политика

Чӑваш политикӗ Юрий Осокин РФ Патшалӑх Думинчи Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран пӗр тӑхтамасӑр кайма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пирӗн ҫӗршыври наци регионӗсенче наци вӗрентӗвне хӗсӗрлекен саккун соавторӗсем пулнӑ депутатсем Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫ мар.

Юрий Осокин электронлӑ петици хатӗрленӗ. Вӑл Тутарстана та наци вӗрентӗвӗшӗн кӗрешме чӗнсе каланӑ. «Республикӑсенче наци чӗлхисем вырӑс чӗлхипе пӗр тан, чӗлхе, раса, наци енӗпе нимӗнле дискриминаци те пулмалла мар. Фашистла вӑрҫӑ умӗнхи Нюрнбег саккунӗсене тумашкӑн пирӗн фашистла режим мар», - ҫырнӑ Юрий Осокин.

Сӑмах май, вӑл унччен ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та хӑйӗн должноҫӗнчен кайма чӗнсе каланӑ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче Чӑваш Ен интересӗсене Олег Николаев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков депутатсем хӳтӗлеҫҫӗ. Олег Николаевпа Алена Аршинова наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе вӗренме май паракан саккун проекчӗн соавторӗсем пулнӑ.

 

Республикӑра

Паян, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ене пирӗн экс-президент, РФ Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ визитпа килнӗ. Вӑл полици ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, министерствӑн ҫӗнӗ зданийӗсене кӗрсе курнӑ.

Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе Николай Васильевича Сергей Неяскин министр паллаштарнӑ. Вӑл йӗркене пӑсасран мӗнле профилактикӑсем ирттерни пирки, республикӑри ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

ЧР ШӖМӗн ҫӗнӗ икӗ зданийӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче 45-мӗш ҫуртра тата Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӗсене пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Николай Федоров ҫав ҫуртсене ҫитсе курнӑ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсен музейӗнче тата экспертпа криминалистика центрӗн музейӗнче ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗре хакланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49528
 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен. Ҫавна май вӗсем хваттерӗсене сутаймӗҫ.

«Энергосбыт Т Плюс» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тата Мари Элта пурӑнакансем предприяти умӗнче 158 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ 1926 ҫын ӑна парса татма васкамасть-ха.

Компани суд приставӗсен службине вӗсен тӗлӗшпе мера йышӑнма ыйту янӑ: парӑмҫӑсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа пурнӑҫлаймӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49516
 

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Про Город» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ачаллӑ пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулнӑ. Тӑватӑ ача ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Вырсарникун, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи пӗр хваттерте 30 ҫулти арӑмӗ 31-ти упӑшкине вӗлернӗ. Вӗсен ҫав кун ӗҫкӗ пулнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Нумай ачаллӑ ашшӗ ҫавӑнтах йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Ҫемьере – тӑватӑ ача. Вӗсем 2-8 ҫулсенче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49509
 

Культура

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кӑтартакан «Ты супер!» конкурса хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳресен умӗнче вӑл «Queen» рок-ушкӑнӑн «The Show Must Go On» юррине шӑрантарнӑччӗ.

Паян вӑл телепроектӑн чӗрӗк финалне хутшӑнчӗ. Унта Ҫӗмӗрле хӗрӗшӗн виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Игорь Крутой вара тӑхтаса тӑчӗ, суя нотӑсем самай пулнине палӑртрӗ.

Виктория Трончук Наталия Подольская юррине суйланӑ. Конкурса Н. Подольская та пынӑ. Ҫӗмӗрле хӗрне хавхалантармалла вӑл унпа юрларӗ.

«Ты супер!» конкурса Раҫҫейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Молдовӑри, Украинӑри, Эстонири, Кӑнтӑр Осетири ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑскерсем.

 

Хулара

Ыран Шупашкар хулинче Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ май массӑллӑ мероприятисем иртмелле. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен хула урамӗпе демонстраци иртӗ. Колоннӑна тӑнисем В.И. Чапаев скверӗ патӗнчен тытӑнса Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс,  Воробьев композиторсен урамӗпе Хӗрлӗ лапама утса анӗҫ. 10 сехет те 30 минутран 13 сехетчен тата 18 сехетрен 21 сехетчен Хӗрлӗ лапамра концерт кӑтартӗҫ. Каҫхине «Стрелки» ушкӑн сцена ҫине тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха.

Кӑнтӑрла Шупашкарти Николаев ячӗллӗ тата Чапаев ячӗллӗ скверсенче те савӑнӑҫлӑ мероприятисем самай иртӗҫ, вӗсене йӗркелекенсем уява халӑх йышлӑ пухӑнасса шанаҫҫӗ.

Уяв иртекен вырӑнсем ҫывӑхӗнчи лавккасенче эрех сутма чарӗҫ.

 

Спорт

Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетсем Ҫӗнӗ Шупашкарти "Грани" парнисемшӗн старта тухӗҫ. Ӑмӑрту А.Г. Николаев ячӗллӗ стадионта иртӗ. Спортсменсене вӑл шучӗпе 26-мӗш хут пуҫтарать.

Ӑмӑртӑва ҫулсерен 1500 ытла спортсмен хутшӑннине ӗнентереҫҫӗ. Унта 200 ытла команда пухӑнать. Пӗлтӗр ҫемье ушкӑнӗсем ҫеҫ 100 ытла пулнӑ.

Ӑмӑрту 10 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем старта чи малтан тӑрӗҫ. Ҫемье ушкӑнӗсем ӑмӑртӑва вӗҫлекеннисем пулӗҫ. Вӗсем 16 сезет те 45 минутра ӑмӑртӗҫ.

Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 14 сехетре уҫӗҫ. Ҫӑмӑл атлетсене 2-мӗш спорт шкулӗнчи арбитрсен профессионал ушкӑнӗ хаклӗ. Вӗсем — Паралимп вӑййисене, Раҫҫейӗн чемпионачӗсемпе первенствисене хутшӑнса опыт пухнӑ спортсменсем.

 

Хулара
«Стрелки» ушкӑн
«Стрелки» ушкӑн

Ыран – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ. Ҫак кун республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Шупашкарта организаци-предприяти ӗҫченӗсем колоннӑпа урам тӑрӑх утӗҫ.

Яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра хаваслӑ концерт иртӗ. Кӑҫал пирӗн пата иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чапа тухнӑ «Стрелки» поп-ушкӑн килӗ. Вӗсем хӑйсен чи анлӑ сарӑлнӑ хичӗсене юрлӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче Хӗрлӗ лапамра хулари пултарулӑх ушкӑнӗсемпе чи лайӑх артистсем концерт кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ парне выляттарӗҫ.

Уявра «Стрелки» поп-ушкӑн та пулӗ. «Ты бросил меня», «Красавчик», «Солнце за горой», «На вечеринке» юрӑсене астӑватӑр-и? Эппин, вӗсене уявра тепӗр хутчен итлесе киленме май пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2066, 2067, 2068, 2069, 2070, 2071, 2072, 2073, 2074, 2075, [2076], 2077, 2078, 2079, 2080, 2081, 2082, 2083, 2084, 2085, 2086, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...