Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Оперӑпа балет театрне чӑвашлӑх сӗмӗ ҫапнӑ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Галина Никитина 03.12.2018 18:14 | 171 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ.

Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет.

#чӑвашлӑх, #культура, #театрсем, #тӳре-шара, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Иван Яковлева Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ сума сунӑ
2018, 04, 25
Екатеринбургри журналистсем чӑваш тухйинчен тӗлӗннӗ
2018, 09, 04
Театр директорӗ пулма Валерий Клементьева шаннӑ
2018, 09, 19
Чӑваш драматургине лартма ӗмӗтленнӗ Трер пурнӑҫран уйрӑлнӑ
2018, 11, 20
«Самана таппинче» чӑваш поэзийӗпе эстрадине тишкерчӗҫ
2018, 11, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org