Тӗнчере
![]() Алексей Леонтьев Ку премие Италири окситан халӑхӗн (пурӗ вӗсем Пьемонт регионӗнче 200 пин ҫынна яхӑн) чи сумлӑ организацийӗ сахал йышлӑ тӗп нацисен чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫри пултаруллӑ та сумлӑ деятельсене параҫҫӗ. Иртнӗ 10 ҫул хушшинче мӗн пур континетри 30 чӗлхе (этнос) ҫыннисене ҫак енсемпе хавхалантарнӑ: куҫару, музыка, кино, ҫамрӑксем, окситан чӗлхи, Италири сахал йышлӑ тӗп чӗлхе, «халӑхсен хушшинчи преми», ҫавӑн пекех черетсӗр премисем. Алексей Леонтьевсӑр пуҫне, кӑҫалхи лауреатсем Мексикӑран (масатекс чӗлхи), Косовӑран (албан), Ирландирен (ирланд), Францирен (окситан), Испанирен (каталан тата баск), Италирен (словен). Тӗнчери чӗлхесене популяризациленӗшӗн Боб Хольмена (АПШ) черетсӗр премипе хавхалантарнӑ. Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство ҫуртне 23 ҫул ытла ертсе пынӑскер, «КИЛ» литература альманахӗн издателӗ тата тӗп редакторӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн историйӗпе унӑн никӗслевҫин Николай Никольский профессорӑн биографине тӗпчесе ҫырнӑ монографисен авторӗ, Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, — асӑннӑ премие (куҫару пултарулӑхӗшӗн) Раҫҫейре тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫыравҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 15 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Гордеевсен юбилейӗсене халалланӑ курав уҫӑлӗ. «Кашни йӗрке – тӑван ҫӗр халалӗ» ят парӗҫ ӑна. Курава чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев ҫуралнӑранпа 80 ҫул, Светлана Гордеева поэт тата художник ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ. Денис Гордеев – ҫыравҫӑ, журналист, куҫаруҫӑ. Куҫма Турхан премийӗн лауреачӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чулхулара Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Район хаҫачӗсенче, ун чухнехи «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Иринӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче вӑл чи паллӑ прозаиксен шутне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗнче тетелӗнче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Тӗнче тетелне лекнӗ видеокадрта Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗ Наташа Королева тата пуҫлӑхсем депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлетчӗҫ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ тесе хыпарларӗҫ. Концерт иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Шупашкарти тӳре-шара ҫавӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ сӑмах та тухрӗ кайран. Ӗнер Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗн ӗҫченне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ». Ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Республикӑра ҫапла йышӑннӑ пулсан та диспансерти тухтӑрсем капла утӑма ырламаҫҫӗ иккен. Аптӑранипе вӗсем Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн вице-спикерӗ Николай Федоров патне ҫыру ҫырнӑ. «Чӑваш Енре халӑха эндокринологи пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑх йӗркеленӗччӗ. Малашне ҫавна пӑрахӑҫлаттарасшӑн», – ӑнлантарнӑ эндокринологсем ҫырура. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта эндокин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑрасси Чӑваш Енре 33,1% ӳснӗ, сахӑр диабечӗпе — 8,7%, чир-чӗр аталанасси – 7,1%. Ҫавна май эндокринологсем медицинӑн ҫак тытӑмне уйрӑммӑн ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлаҫҫӗ. Николай Федоров Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева эндокринологсем ыйтнине ӑша хывма чӗнсе ҫыру ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона вӗри шыв панӑ. Малтан унти 30 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт тата унти пӗр ача пахчи вӗри шывсӑр нушаланнӑ. Халӑх шар курнин сӑлтавӗ «СУОР» тулли мар яваплӑ общество халӑхран пухнӑ газ укҫипе «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприятипе вӑхӑтра татӑлманни тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 49 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче газовиксем газпа тивӗҫтерессине сахаллатса лартнӑ, ҫынсем вӗри шывсӑр юлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» «Садовӑй» микрорайона газ пама пуҫланӑ. Халӗ хваттерсемпе ача пахчинче тинех вӗри шыв пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Севастопольте хулана фашистсенчен хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ чӑвашсене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Ку ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑрҫӑра, 1941-1944 ҫулсенче, Севастополь хулине хӳтӗленӗ тата ирӗке кӑларнӑ чухне ҫухатнӑ ывӑлӗсемшӗн кулянакан амӑшне сӑнланӑ скульптура авторӗ – Владимир Нагорнов. Монументӑн аялти пайӗнче пуҫ хунӑ ҫынсен ячӗсене ҫырӗҫ. Палӑк 3,5 метр ҫӳллӗш пулӗ, ӑна Балаклава районӗнче вырнаҫтарӗҫ. Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов кунашкал палӑк пӗрремӗш хут пулассине палӑртнӑ, дупутатсене укҫа-тенке нимелле пухнӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе 1 миллион тенкӗ пухнӑ, тепӗр 3 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫа ытларах хывакансен йышӗнче - Валерий Филимонов тата Николай Угаслов. Вадим Николаев сенатор та вӗсенчен юласшӑн мар. Палӑка Акатуйра уҫасшӑн. Севастопольти уява Чӑваш Енрен делегаци кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ кӑна – Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 6 тӗслӗхе шута илнӗ ӗнтӗ. Телее, ҫын вилнӗ тӗслӗх ҫук. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ акӑ мӗн ҫырнӑ: «Халӗ ҫанталӑк ҫӗленсене ӗрчемешкӗн лайӑх. Вӗсене вӑрмансенче, пӗве, юханшыв хӗрринче кӑна мар, хулара та, тӗслӗхрен, Шупашкарти кӳлмекре, тӗл пулма май пур. Пирӗн тӑрӑхра наркӑмӑшлӑ ҫӗленӗн пӗр тӗсӗ ҫеҫ пур, вӑл – хура ҫӗлен. Унӑн наркӑмӑшӗ питех вӑйлӑ мар, анчах ӑна пула вӑйлӑ аллерги пуҫланас хӑрушлӑх пур». Ҫӗлен сӑхсан мӗн тумалла? Часрах пульницӑна илсе ҫитермелле е васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Шар курнӑ ҫынна питӗ хӑвӑрт пулӑшмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Федор Конеюхов И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен икӗ студент Крымҫурмаутравне тӗпчеме кайнӑ. Вӗсем унта пӗр эрне пулӗҫ. Студентсем унта пӗччен кайман, вӗсемпе пӗрле вырӑссен паллӑ ҫулҫӳревҫи Федор Конюхов пулӗ. Крым ҫурмаутравне тӗпчемешкӗн лекме ҫӑмӑл мар, конкурс витӗр тухмалла. ЧПУ студенчӗсем Сергей Алексеевпа Виктор Краснов ҫак йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултарнӑ. Палӑртмалла: отрядра Раҫҫейри ытти хулара пурӑнакан студентсем те пулӗҫ. Вӗсем пурте Крым историне тӗпчӗҫ. Экспедици Экси-Кремен крепоҫ районӗнче вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн студентсем Крым историйӗпе географийӗн ӑслӑлӑх тӗпчевне ҫырӗҫ. Ӑна виҫӗ чӗлхепе – вырӑсла, акӑлчанла тата грекла – кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Ф Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2015-2016 ҫулсенче пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн администрацине пӗр ялта пурӑнакан хӗрарамӑн пиччӗшне тата унӑн ывӑлне газ котельнӑйне ӗҫе илнӗ. Анчах ку – хут ҫинче кӑна, чӑннипе вара лешсем ӗҫлемен те. Ҫапла майпа ҫав ҫынсене ӗҫ укҫи тӳленӗ, кунсӑр пуҫне хысна мар фондсене укҫа куҫарнӑ. Ҫапла майпа тӳре-шара Атрать ял тӑрӑхӗн администрацине 130 пин тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 22 ҫулти ҫамрӑк ҫухални пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫырчӗҫ. Ӑна полици шыранӑ. Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, паян Василий Архиповӑн виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ҫак факта ҫирӗплетет. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман, ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, судпа-медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Каччӑн сывламан кӗлеткине «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинчи ҫырмара тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |