Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан арҫын 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 47 ҫултискер хӗрне хӗненӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче, хӗл варринче, ӳсӗр ашшӗ хӗрне урама кӑларса янӑ. Лешӗ килте ҫывӑрайман, канайман. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 21 сехетре ашшӗ каллех ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер каллех хӗрӗпе пӗр чӗлхе тупайман – вӑл унпа вӑрҫӑнса кайнӑ, тутинчен ҫапнӑ. Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Ҫапах приговор ӑна хирӗҫле янӑранӑ. Ӑна тӗрмен хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын килӗнче пӑшал, ҫар хатӗрӗсем саккуна пӑсса упранӑ. Полици унӑн ҫуртне ухтарнӑ чухне 71 патрон, 42 грама яхӑн тар (порох) тупнӑ. Кунсӑр пуҫне арҫын кӗске авӑрлӑ пӑшал – 5,6 миллиметр калибрлӑскер, упранӑ. Нумаях пулмасть ӑна судра явап тыттарнӑ. Прокуратура сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗн арҫыннине тӗрмене хупмасӑр 10 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре ҫынсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе лару-тӑру лайӑхах мар. Паянхи кун тӗлне парӑм 28,5 миллион тенкӗпе танлашать. Кӑтарту савӑнтармасть. Ку – Атӑл тӑрӑхӗнчи япӑххи. Ҫитменнине, республикӑра ӗҫ укҫи парӑмӗ чакмасть, ӳссех пырать. Ака уйӑхӗнченпе парӑм 1,6 процент ӳснӗ. Танлаштармашкӑн: Мӑкшӑ Республикинче ӗҫ укҫин официаллӑ парӑмӗ 300 пин тенкӗ ҫеҫ. Пирӗн республика вара ку енӗпе япӑххисен йышӗнче. Чӑваш Ен Правительствинчи канашлура ӗҫ укҫин парӑмне пӗчӗклетессине тӑтӑшах сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах официаллӑ статистика ҫакӑн усси пуррине ҫирӗплетмест-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталне Патшалӑх услугисен порталӗнче харпӑр кабинетра электронлӑ информаци евӗр илме май пур. Чӑваш Енре те ку документа ҫакӑн пек майпа илме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакна кашни ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе пурнӑҫлама пултарать. Документа пенси фончӗн сайтӗнче харпӑр кабинетра хатӗрлемелле. Тӳре-шара кунашкал мелӗн икӗ паха ен пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – пенси фондне каймалла мар, иккӗмӗшӗ – документ ҫухалмасть, лӳчӗркенмест. Ҫак мелпе Чӑваш Енре чи малтан Улатӑр районӗнчи Григорьевсен ҫемйи усӑ курнӑ. Аса илтерер: амӑшӗн капиталӗ халӗ 453 пин те 26 тенкӗпе таншалать. Унпа ҫурт туянма, ачасене вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлансене сиплеме, амӑшӗн пухӑнакан пенсине хывма ирӗк параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша кӗнеке вулакансенчен пӗри, Н.В. Кошелева, «Вӗсем ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ» кӗнекене парнеленӗ. Кӗнекене Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен шкулӗнче ӗҫленӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ учительсене халалланӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан та вӗсем хӑйсен пурнӑҫне вӗрентӳпе ҫыхӑнтарнӑ. Автор кӗнекене вӑрҫӑ паттӑрӗсем тата вӗсен тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех, ветерансен дневникӗсемпе, тӑванӗсене ҫырнӑ ҫырусемпе, кивӗ хаҫатсемпе усӑ курнӑ. Кӗнеке Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра 2018 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ - Надежда Кошелева, Аслӑ Чементи вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ. Автор вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем те ҫырать. Надежда Васильевна — акӑлчан чӗлхипе 2 методика пособийӗн авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пушӑӑртстанри Ӗпхӳ хулинче И.С. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче VIII «Салам — 2018» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртет. Ӑна Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Ӗпхӳ хула округӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йӗркеленӗ. Пушкӑртстанри чӑвашсен «Урал сасси» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале вокал, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсемпе уйрӑм ӑстасене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсен 14 ҫултан аслӑрах пулмалла. Йӗркелӳҫӗсем мероприятин тӗп тӗллевӗ – ҫынсене чӑваш халӑх культурипе кӑсӑклантарасси, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр йӑла-йӗркесем ҫине таянса воспитани парасси, ҫӗнӗ талантсем тупса палӑртасси, ҫамрӑксене спортпа интереслентересси тесе пӗлтереҫҫӗ. Фестиваль-конкурс ҫак номинацисемпе иртӗ: чӑваш юррине ушкӑнпа шӑрантарасси; чӑваш юррине пӗччен юрласси; ушкӑнпа ташӑ ташласси; пӗччен ташӑ ташласси; халӑх инструменчӗсемпе вылясси; волейбол выляс енӗпе ӑмӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Ксения Глунцова каллех «Давай поженимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӳкерӳ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл хӑҫан эфира тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Ксения унта улттӑмӑш ҫул ӗнтӗ хутшӑнать. Хальхинче Ксения виҫӗ хӗртен пӗри пулнӑ. Шел те, Феодосирен килнӗ каччӑ ӑна мар, Мускавра пурӑнакан ачаллӑ хӗрарӑма суйланӑ. «Эпӗ пӑшӑрханмастӑп. Хамӑн шӑпана тӗл пуласса ӗненетӗп», - тет Ксения Глунцова. Ксюша каланӑ тӑрӑх, кӑларӑм ертӳҫи Лариса Гузеева ӑна ҫӗнӗ сӑмса парнелесшӗн. Ксюша вӑрӑм сӑмсаллӑ пулнӑшӑн пӑшӑрханать. «Халӗ эпӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухатӑп, анализсем паратӑп. Ҫурла уйӑхӗччен, «Давай поженимся» кӑларӑм юбилейӗ тӗлне, эпӗ питӗ хитре пуласса шанатӑп», - ҫапла каланӑ Ксюша. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем Атӑл кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче те ӑна уявлӗҫ. Тӗп мероприяти «Атӑл ҫинчи телей» ҫуллахи турист сезонне уҫни пулӗ. Сывлӑха ҫирӗплетмешкӗн Скандинави утти енӗпе II фестиваль иртӗ. Кашниех хӑйӗн дистанцине утма пултарӗ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравӗ иртӗ. Чи лайӑххисене парнепе хавхалантарӗҫ. Ачасене пурне те мороженӑйпа сӑйлӗҫ. Спортӑн экстремаллӑ тӗсӗсене юратакансем вара кайтсерфинг тата сабсерфинг енӗпе тупӑшӗҫ. К.Иванов ячӗллӗ скверта та уяв программи хатӗрлӗҫ. Унта концерт пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрмӑшри ҫӳп-ҫап контейнерӗсем Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле хыпар та пӗлме пулать. Вӗсенче паян Шупашкар районӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ хыпара асӑрхама тӳр килчӗ. Вӗсенчен пӗринче Кӑрмӑш ялӗ сӑнарланнӑ, теприсенче — район центрӗ, Кӳкеҫ. Кӑрмӑш ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем те пур. Вӗсене «Новое село» (чӑв. Ҫӗнӗ ял) управляющи компани тытса тӑрать иккен. Анчах ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса кайманнине пула контейнерсем тулса тӑкӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Александр Яичников ятлӑ ҫын. Тепӗр хыпарта Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсенче пурӑнакансем аэфутбол выляма ачасем валли пӗчӗк уй тата волейбол лапамӗ хатӗрленине кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен пуҫарӑвӗпе тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах район центрӗнчи пӗр вырӑнта каснӑ йывӑҫ тураттисем сапаланса выртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Николай Николаев депутат Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Николай Алаев ҫамрӑк ҫемьесем яла юлманшӑн пӑшӑрханнипе депутат патне ҫитнӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев халӑха йышӑннӑ. Ҫынсене вӑл скайппа та итленӗ. Карапаш ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫавӑн пек меслетпе ҫыхӑннӑ та. Николай Алаев «Ҫамрӑк ҫемье» патшалӑх программипе укҫа илекен ҫамрӑк ҫемьесем ҫурта е хваттере хулара туяннине ӑнланмасть. 2010 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен Карапаш ял тӑрӑхӗнче субсидие 5 ҫемье илнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ ялта юлнӑ. «Сирӗн пӑшӑрханӑва эпӗ ӑнланатӑп, – тенӗ Николай Николаев. – Анчах ҫыннӑн хӑй пурӑнас вырӑнне суйлама ирӗк пур». Ҫапах та депутат субсидипе хваттер илес йӗркене профильлӗ министерствӑсемпе тишкерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |