Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
Дмитрий Лоскутов
Дмитрий Лоскутов

Малашне «Главкосмос» АУна пирӗн ентеш Дмитрий Лоскутов ертсе пырӗ. Ку пукана ӑна раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шанса панӑ.

Дмитрий Владимирович Шупашкарта 1978 ҫулта ҫуралнӑ, 4-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ, 2004 ҫулччен РФ Юстици министерствинче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2012-2018 ҫулсенче РФ Правительствин председателӗн ҫумӗн Дмитрий Рогозинӑн пулӑшуҫи пулнӑ.

Палӑртмалла: «Главкосмос» - «Роскосмос» Раҫҫей корпорацин предприятийӗ.

 

Республикӑра

Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи пӗр ҫурт лифтӗнче арҫын 11 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫынна, Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 42-ри арҫынна, тӳрех тытса чарнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне тунман. Ӑна ун чухнех арестленӗ.

Халӗ ҫак ҫын кунашкал ытти преступление те тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе генотипоскопи экспертизи ирттерӗҫ, кун хыҫҫӑн вӑл 8-11 ҫулсенчи 9 хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланипе пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Ҫак преступленисем те авӑн уйӑхӗнче пулса иртни евӗр: 2010-2015 ҫулсенче палламан арҫын хӗрачасене лифтра тапӑннӑ.

Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Хулара

Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.

Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.

Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54061
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Юрать, арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗнсе ӗлкӗрнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Мир проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте икӗ хӗрарӑм, пилӗк ҫулти ача тата арҫын сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Хӗрарӑмпа ача тӑнне ҫухатнӑ, арҫын тухтӑрсем патне шӑнкӑравлама ӗлкӗрнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкинче фитиль сӳнсе ларнӑ, ҫавна май хваттере сӗрӗм тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54040
 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Элара» савут ӗҫченесем Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем валли парне тума шухӑшланӑ. Ҫак кунсенче савут умӗнчен иртсе кайма та кӑмӑллӑ – ташлакан Юр кӗлетке кӑмӑла ҫӗклет. Сӑмах май, пӗлтӗр унта упа кӳлепине вырнаҫтарнӑччӗ. Юр кӗлетке унран инҫех мар ларать.

Кӳлепене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, мишурапа тата гирляндӑпа илемлетнӗ. Пӗтӗмпе 120 метр гирлянда тата 370 метр мишура тӑкакланӑ. Кӳлепен сӑмсипе куҫне полимер тӑмран ӑсталанӑ.

Савут ӗҫченӗсем Юр кӳлепене 2 уйӑх ытла тунӑ. Вӑл аллине самолет тытнӑ. Ахальтен мар, ара, предприяти шӑпах ҫак енпе ытларах ӗҫлет вӗт.

 

Хулара

Шупашкарта хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна ача ҫуратмалли ҫуртрах пӑрахса хӑварнӑ. Унччен малтан вара хӗрне урӑххисене усрава илме ирӗк парса хут ҫырнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ.

Хайхи хӗрарӑм пӗччен иккен, мӑшӑрӗ ҫук. Ачана ура ҫине тӑратма пӗччен йывӑр пулать тенӗ-ши е тата урӑх сӑлтав тупӑннӑ-ши — ытти ҫынна усрава ирӗк пама шут тытнӑ. Хальхи вӑхӑтра хӗрача сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче выртать. Шупашкарти Калинин районӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн ӗҫченӗсен тин ҫуралнӑ ачан шӑпине вӑхӑта вӑраха ямасӑр татса памалла.

Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачалӑха упракан пай ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 44 ача шӑпине татса панӑ.

 

Республикӑра
Фарида Муратова
Фарида Муратова

Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Фарида Муратовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Фарида Халиковна Хусанти аслӑ шкулта финанс пӗлӗвне илнӗ. 1976 ҫулта Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче тимлеме пуҫланӑ. 1992 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх налук инспекцине ӗҫе вырнаҫнӑ. 2005 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл каллех республикӑн Финанс министерствине куҫнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Фарида Муратова министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра

Раштавӑн 6-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Йӗпреҫри психоневрологи диспансерӗн филалне уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара: республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Красноармейски район администрацийӗ пуҫлӑхӗ

Александр Кузнецов, Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Димитриева, Йӗпреҫри психонервологи диспансерӗн директорӗ Николай Чугаров хутшӑннӑ. Унтан вӗсем пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑннӑ.

Упинчи филиала юсаса ҫӗнетме тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Паян унта 38 ҫын пурӑнать. Ӳлӗмрен йыша 90 ҫынна ҫитересшӗн.

Психоневрологи диспансерӗн филиалне уҫма Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх юррин «Хавал» ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров) та хутшӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Япони императорӗ ҫуралнӑ куна халалласа Мускавра ирттернӗ пулӑма кӑҫал та хутшӑннӑ. Хальхинче уяв ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, иртнӗ. Пӗлтӗр ҫав ятпа раштавӑн 7-мӗшӗнче пухӑннӑччӗ.

Пирӗн республика Элтеперне Японин Раҫҫей Федерацийӗнчи Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ Посолӗ Кодзуки Тоёхиса чӗннӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче ӗҫ пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Ен Элетперӗн Администрацийӗ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Японири Раҫҫей ҫулталӑкне тата Раҫҫейри Япони ҫулталӑкӗсене халалласа туса ирттернӗ мерроприятисене тишкернӗ, малашне те килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Культурӑпа гуманитари хутшӑнӑвӗсене ӳлӗмрен те аталантарасшӑн.

Сӑмах май каласан, Японипе Чӑваш Ен тулаш экономика ҫыхӑнӑвне йӗркеленӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тулашри тавар ҫаврӑнӑш Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен 4707,80 пин долларӗпе танлашнӑ.

 

Республикӑра

Ют хуласене Шупашкартан самолетпа вӗҫсе курнисем пирӗн аэропорт хӑтсӑррине сиснех ӗнтӗ. Пире, пысӑках мар регионта пурӑнакансене, ку вӑл питех пӑшӑрхантарсах каймасть те пулӗ. Анчах Мускаври тата ытти хулари аэропортсемпе усӑ куракансем кунта мелсӗррине асӑрхаҫҫех ӗнтӗ.

2021 ҫул тӗлне аэропорта юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Юсав валли 550 миллион тенкӗ таран тухса каймалла. Кун пирки унӑн директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.

Самолет кӗтекенсем валли зал иккӗмӗш хутра пулӗ. Пассажирсене регистрацилемелли зала йӗркене кӗртӗҫ. Багаж йышӑнса ӑна паракан уйрӑмсем те меллӗ пулӗҫ. Самолет вӗҫмелли уя та юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Аэропорт ӳлӗмрен харӑсах икӗ рейс йышӑнайӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2081, 2082, 2083, 2084, 2085, 2086, 2087, 2088, 2089, 2090, [2091], 2092, 2093, 2094, 2095, 2096, 2097, 2098, 2099, 2100, 2101, ... 4054
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...